Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Надежда Григорьевна
Иванова Надежда Григорьевна
 
(Чăваш шкулĕнче «Тăван литература» предметпа ĕç программине проектласси)
 
Федерацин Патшалăх Вĕренÿ Стандарчĕ тĕллевĕсене пурнăçланă май вĕренÿ ĕçне йĕркелеме шкулти пур учителĕн те ĕç программи çырса хатĕрлемелле. Ĕç программи çырма хĕтĕртекен тĕп документ вăл – Раççей Федерацийĕн сакунĕ (Закон „Об образовании в Российской Федерации“ (Федеральный закон от 29 декабря 2012 года №273-ФЗ). Ĕç программин тытăмне Федерацин Патшалăх Вĕренÿ Стандарчĕн приказĕнче çырса кăтартнă (приказ Министерства образования и науки Российской Федерации от 17 декабря 2010 г. №1897 „Об утверждении федерального государственного образовательного стандарта основного общего образования“; Требования к структуре основной образовательной программы основного общего образования“ ФГОС основного общего образования, раздел 111, пункт 18.2.2 Приказ Министерства образования и науки РФ от 17.12.2019 №1897).
Ĕç программине çыраса хатĕрлемелли йĕркене „Тăван литература“ предметăн тĕслĕх программинче (Иванова Н.Г., Майков Е.А. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9 класĕ валли“⁄⁄ http: ⁄⁄ gov. сap. ru („Тăван чĕлхепе литература, культурăпа историйĕ“ баннер) тата 2015 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 08-1228 №-лĕ приказпа çирĕплетнĕ методика кăтартăвĕнчи 7-8 страницăра ăнлантарса панă) йĕркепе çырмаллине туллин палăртнă.
Ĕç программин нормăлав функцийĕ вăл – программăна пурнăçласа тăнине, вĕренÿ программине туллин пурнăçланине, тĕрĕслев-хаклав ĕçĕсемпе диагностикине палăртни.
Ĕç программин информаци функцийĕ вăл – программăн тĕллевне, содержанине, вĕренÿ материалне (темăсене) пĕрин хыççăн теприне вĕрентмеллине кăтартни.
Ĕç программине меслетлев функцийĕ вăл – вĕренекенсен ĕç-хĕлĕн çул-йĕрне планлани. Вĕсем шутĕнче харкамлăх (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем), предметсен пĕрлĕхлĕ (пур предмета та вĕренме кирлисем), предметăн пайрамлă (ятарлă) (предмета вĕреннин) результачĕсене (вĕренекенсен пĕлĕвĕсемпе ăслай хăнăхăвĕсем тата вĕренÿ хевти (талпăнăвĕ)); мелсемпе меслетсене, вĕренÿ технологийĕсене уçăмлатни.
Ĕç программин йĕркелев функцийĕ Вăл – учительпе ачасем пĕр пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли ĕç-хĕле палăртни (вĕсем хушшинчи хушшинчи çыхăнусем); ĕç тата вĕренÿ формисене суйлани.
Ĕç программин планлав (пулмалли) функцийĕ вăл – пур тапхăрти вĕренÿри вĕренекенсен пĕлĕвĕсемпе ăслай хăнăхăвĕсене тата вĕренÿ хевти-талпăнăвне палăртни; вĕренÿ çулĕ вĕçĕнчи аттестацие тата культурăсен е тĕпе хурса вĕрентессине (предметсем хушшинчи çыхăнăва) палăртни.
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 3038, Хаçат: 2 (17), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: