Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Данилова Елена Дмитриевна
Данилова Елена Дмитриевна
 
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс
 
Анне кунĕ(класс тулашĕнчи мероприяти планĕ)
План:
1. Ум сăмах.
2. Тĕп пайĕ:а) 4 класри ачасем сценка кăтартаççĕ;
ă) 1 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
б) хĕр ачасем сăпка юрри юрлаççĕ;
в) Конкурс «Анне ячĕ»;
г) 4 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
д) ачасем анне юрри юрлаççĕ;
е) ваттисен сăмахне пуçтарни;
е) ача сăвă калать, хĕвел пайăркисем пуçтараççĕ;
3. Хыç сăмах.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1) аннесен уявне хăçан пуçарни çинчен пĕлтересси: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăвăсемпе, юрăсемпе пуянлатасси;
Аталантару тĕллевĕ:
2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
3) аннене юратма, хисеплеме, ĕçе юратма, ун пек пулма вĕрентесси?
 
Усă курнă технологисем:
 
1. Информаципе хутшăну;
2. Проблемăллă вĕренÿ;
3. Сывлăха упракан;
4. Харпăрлăха аталантармалли;
5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
 
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, предложенисем, калаçу.
Курăмлăх хатĕрĕсем: теттесем, пуканесем, ваттисен сăмахĕсем, хĕвел макечĕ.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.
Урок юхăмĕ:
_ Ырă хĕвел ăшjavascript:insertTags('','','','text');шипе
_ Ирхи хĕвел куллипе
- Ырă кун пултăр пурне те!
2- мĕш ертсе пыракан:
1998 мĕш çултанпа чук уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче аннесен уявне ирттереççĕ Ирĕк парсамăр сире уяв ячĕпе саламлама? Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр.
Сценка
Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп? Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ хăратăп?
Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.
Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.
Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна анне тесе чĕнĕн:
1- мĕш ертсе пыракан:
Анне… çак тăватă сас паллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать? Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă
 
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен:
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
 
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех:
Килте пуринчен те
Тăрать иртерех?
 
Е ăшă çи-пуç-и
Тимлет сан валли?
Пĕр-пĕр инкек пулчĕ _
Сиплет кам алли?
Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире
çапла лăш курмасăр:
Пăхса ÿстерет?
 
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне,
Вăл – пирĕн телей-çке
Вăл пирĕн анне!
 
Анне таврăнать-и
Ĕç хыççăн киле:
Каллех тупăнать ун
Тем те пĕр килте?
 
Ик алăшăн пин ĕç
Вăл пĕр пушă мар?
Эпир ăна тивĕç
Куллен пулăшма?
 
Анчах та манатпăр
Çавна час-часах:
Ĕçрен прăнатпăр
Вăййа васкаса?
 
Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр
Тăвать хăй ĕçне
Çуратнё аннемĕр
Юратнă анне?
 
2- мĕш ертсе пыракан:
Амăшĕ чун тĕпренчĕкне юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. Халĕ çепĕç сăпка юррипе хĕр ачасем паллаштараççĕ.
 
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
 
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
 
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
 
 
1- мĕш ертсе пыракан:
Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.
Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе вĕсене мухтатпăр. ()
2- мĕш ертсе пыракан:
Поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Пирĕн ачасем те çавăн çинченех каласшăн.
 
 
1) Ылтăн мар-ши эс, анне?
Кĕмĕл мар-ши эс, анне?
Ылтăн пек ай хаклă-çке,
Кĕмĕл пек ай сумлă-çке?
2) Шăпчăк мар-ши эс, анне?
Е сар кайăк эс, анне?
Çут хĕвел, чечек, ахах-
Ырлама çитмест сăмах?
Эс нимрен те лайăхрах:
Пуринчен те хаклăрах?
1) Çăлтăр мар-ши эс, анне?
Уйăх мар-ши эс, анне?
Çăлтăр пек хĕлхемлĕ-çке:
Уйăх пек илемлĕ-çке?
 
2) Пăхрăм та анне çине -
Сар хĕвел пек ун кулли?
Ма тесессĕн ман анне
Çĕр çинче чи илемли?
 
 
Тата 4 куплет сăвă
Хыççăнах юрă
Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ, ваттисем вара анне çинчен хăйсен сăмахĕсене упраса хăварнă.
 
Амăшĕн юратăвĕ тинĕсрен тарăн
Анне самахĕ пăсăк мар.
Анне пуртан кил çуртăм ăшă.
Анне чи хаклă çын.
Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Анне ятне ярас мар.
Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та типĕ.
Анне чĕри- чи ырри, аннен алли – чи ăшши.
Ача сăвă вулать:
Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,
Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,
Эсĕ панă пехил ĕмĕре
Упранать манăн чун-чĕремре
Ачасем, доска çине пăхăр-ха? Эпĕ хĕвел тăвасшăн пултăм, кунта сарă çаврака пур. Мана мĕн çитместь-ши? (Пайăркасем) Сирĕн умра пайăркасем. Вĕсем çине сăмахсем çырнă. Пирĕн аннесем мĕнлине эпĕ вырăсла калатăп, эсир чăвашла шыраса тупăр:
красивая илемлĕ
трудолюбивая ĕçчен
добрая ырă
веселая хаваслă
аккуратная тирпейлĕ
умная ăслă
ласковая çепĕç
стройная яштака
 
çапла ачасем пирĕн анне хĕвел пайăркисемпе çуталчĕ, илемленчĕ. Эпир те вĕсене паянхи пек ялан хитрелетесчĕ, упрасчĕ.
Çак ят чи çывăх
Чи чаплă çĕр çинче
Пурăнать ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
 
Ертсе пыракансем:
Сывлёхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!
Эпир сире питĕ юрататпăр!
■ Данилова Елена Дмитриевна.
Шупашкар хули, 49-мĕш шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1719, Хаçат: 1 (16), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: