Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
«Хĕрсем вăййа тухсассăн» юрă юрласа ачасен ушкăнĕ кĕрет.
Хурăн çулçи, хурăн çулçи,
Хурăн çулçи çурăлсан,
Килет вăрман, килет вăрман,
Килет вăрман илемĕ.
 
Хĕрсем вăййа, хĕрсем вăййа,
Хĕрсем вăййа тухсассăн,
Килет урам, килет урам,
Килет урам илемĕ.
 
Ачасем сцена çине вырнаçса тăраççĕ. Ертсе пыракансем тухаççĕ.
 
Ертсе пыракан. Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян сирĕн пата чăваш ача-пăча вăййисене, юррисене илсе килтĕмĕр.
«Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та» юрă янăрать.
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан,
Вăрман витĕр курăнать,
Вăрман витĕр курăнать.
 
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
Шурă кĕпе тăхăнсан,
Вăйă витĕр курăнать,
Вăйă витĕр курăнать.
 
Вылямастăр, кулмастăр та,
Вылямастăр, кулмастăр,
Вăйă иртмĕ тетĕр-им,
Вăйă иртмĕ тетĕр-им.
 
Ачасем карталанса тăраççĕ.
 
Ертсе пыракан. Атьăр-ха мĕнле те пулин вăйă выляр.
Ачасем. Выляс, выляс!
Ертсе пыракан. Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?
Ачасем. Ят пĕлмелле!
Ертсе пыракан. Ят пĕлме кама кăларăпăр?
Ачасем. Унтрие!
Ертсе пыракан. Унтри тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ.
 
Унтри урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраççĕ. Ушкăнпа утса ачасем вăйă сăмахĕсене калаççĕ.
Ларать, ларать, Унтри ларать
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет, çиет, Унтри çиет
Шĕшкĕн сарă мăйăрне.
Вăхăт çитсен тăрас пулать,
Ятне калас пулать.
Каласа пĕтерсен, ачасем чарăнса тăраççĕ.Ушкăнран пĕри, хыçалтан пырса, Унтрин куçĕсене хуплать. Унтрин унăн ятне пĕлмелле.
 
Ертсе пыракан. Унтри пĕлеймерĕ-çке. Мĕн тутарар ăна?
Пĕр ачи. Сăвă калаттарас!
 
Унтри сăвă калать.
 
Ертсе пыракан. Ачасем, татах выляр-и?
Ачасем. Вылятпăр! Выляс!
Ертсе пыракан. Халĕ мĕнле выляр?
Ачасенчен пĕри. Иванпа Анюкла.
Ертсе пыракан. Вылятпăр-и?
Пурте. Вылятпăр!
 
Вăйăри ачасенчен пĕри хĕрачи ушкăн варрине чупса тухать те: «Эпĕ Анюк пулатăп!» - тет. Ун хыççăн пĕр арçын ача чупса тухса: «Эпĕ Иван пулатăп!» - тет.
 
Ертсе пыракан. Иванпа Анюк вăрманта çĕтсе кайнă. Иван Анюка шыраса чĕнет. Анюк ăна хирĕç сас парать. Иванăн куçĕсене хупласа Анюка сасă тăрăх шыраса тытмалла.
Иван. Анюк, эсĕ ăçта?
Анюк(тарать). Кунта! Кунта!
 
Ачасем çапла кăштах выляççĕ.
 
Пĕр ачи. Тытаймарĕ! Тытаймарĕ!
Ертсе пыракан. Иван та Анюка тытаймарĕ-çке. Ăна вара мĕн тутарар7
Пĕри. Юрлаттарас!
Ертсе пыракан. Мĕн çинчен?
Пурте. Качака çинчен!
Ертсе пыракан. Эпир те ăна юрласа пулăшар-и?
Пурте. Килĕшетпĕр!
 
Ачасем пурте «Качака» юрра юрлаççĕ. Качака сăмахĕсене Иван юрлать.
 
Пиçиххи пек сукмакпа,
Шăкăлт-шăкăлт пушмакпа
Качака килет.
 
Турашăл пек сухалне,
Шĕп-шĕвĕркке хÿрине
Вылятса илет.
 
Каçăр пуçлă качакин
Кĕмĕлленнĕ мăйраки
Ик хĕç пек тăрать.
 
- Ăçта каян, сухал тус?
Чакăр куçлă чее тус?
- Пахчана каяс!
 
- Курăк çук-им улăхра?
Мĕн тăватăн пахчара?
- Купăста кăшлас!
 
- Хуçи курĕ, тарăхĕ,
Патакпа та парĕ-ха.
- Транк! Сиксе каçап.
 
- Каçаймасан, мĕн куран?
Çакланайсан, мĕн тăван?
- Мекек! Çухăрап.
Ертсе пыракан. Ачасем халапсем хывма та пит ăста. Пĕр халапне сире Макçăмпа Сашук каласа параççĕ. Итлесе пăхар.
- Марье, лайăх пурăнатăн-и?
- Пурăнатăп.
- Лару-тăру лайăх-и?
- Ларнă çĕрте лапарах,тăнă çĕрте тĕмĕрех.
- Купăста-çарăк акрăн-и?
- Акрăм – лайăх пулчĕ.
- Ак, телей!
- Каккуй телей! Кинемисен качаки пынă та çинĕ янă.
- Ах, сиен!
- Каккуй сиен! Çапрăм та пăрахрăм – пĕр кĕлет аш пулчĕ!
- Ай, телей!
- Каккуй телей! Шапапа шăши пынă та çинĕ янă.
- Ай, сиен! Шапи шапа пек пуль?
- Шапи шапах: пĕр кÿлĕ шывне ĕçсе ярать.
- Вăт çапла!
Ертсе пыракан. Ачасем, такмаксем юрласа илер пуль пĕр çаврăм.
Пурте. Юрлас! Юрлас!
 
Сикĕр, сикĕр шывалла
Шыв сирпĕнсе тăмалла.
Ташлăр-халĕ ташшине те
Çын тĕлĕнсе тăмалла.
 
Шупка тутăр паттис маар,
Паттисран та кая маар.
Эпир кунта артист мар,
Артистран та кая маар.
 
Аннене те хывман эп,
Аттене те хывман эп,
Шупашкарти артистсен
Кукамăшне хывнă эп.
 
Сакки шурă пулсассăн,
Урай хури ним те мар.
Хамăр чипер пулассăн,
Çын сăмахĕ ним те мар.
 
Ак ку ури мĕн калать,
Тата тепри мĕн калать?
Пĕри мала тух эс тет.
Тепри кая ан юл тет.
 
Ак çапла тумалла,
Тата çапла тумалла.
Юрă-ташă пĕлекене
Шупашкара ямалла.
Пĕр ачи. Çитет пулĕ, юрларăмăр, ташларăмăр, вылярăмăр. Киле кайма та вăхăт.
 
Сцена çинчен ачасем «Хурăн çулçи тăкăнсан» юрра юрласа тухса каяççĕ.Хурăн çулçи, хурăн çулçи,
Хурăн çулçи тăкăнсан,
Каять вăрман, каять вăрман,
Каять вăрман илемĕ.
 
Хĕрсем вăйăран, хĕрсем вăйăран,
Хĕрсем вăйăран кайсассăн,
Каять урам, каять урам,
Каять урам илемĕ.
 
 
 
■ Павлова Ольга Николаевна.
Çĕрпÿ районĕ, Михайловкăри тĕп шкул
 
: 3556, Хаçат: 3 (15), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: