Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Татьяна Николаевна Петрова
Татьяна Николаевна Петрова
Юлашки вăхăтра шкулсенче уроксене тĕрлĕ çĕнĕ технологисемпе ирттересси анлă сарăлса пырать. Вĕсен шутне çаксене кĕртме пулать:
1) сывлăха упракан, перекетлекен технологи;
2) модульĕ вĕрентÿ технологийĕ;
3) ачасен хастарлăхне, хăвăртлăхне ÿстерекен (интерактивлă) технологи;
4) проект технологийĕ тата ытти те.
Асăннă технологисемпе вĕрентекенсем час-часах усă кураççĕ, мĕншĕн тесен вĕрентÿ ĕçĕнче вĕсем пахалăх енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ.
 
1. Сывлăха сыхлакан технологи.
Сывлăха сыхлакан, перекетлекен технологи вĕрентекеншĕн чи кирли. Мĕншĕн. Мĕншĕн тесен обществăна сывă та ăслă çынсем кирлĕ. Ача сывлăхлă пулнине çак енсем палăртаççĕ:
1) ачан хăйне хăй йывăрлăха, ывăннине, вĕренÿ программине çĕнтерме пĕлмелле;
2) ăс-тăн енчен тăнлă, сăнама, хăй тĕллĕн ĕçлеме пĕлмелле;
3) кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп; тĕлĕнме тата савăнма пĕлмелле;
4) хутшăнура хăйне тытма, шÿтлеме, шÿте ăнланма пĕлмелле;
5) хăйне тытас енĕпе те çирĕп пулмалла, çитменлĕхсене курма пĕлмелле.
Çак асăннă енсене аталантарса пыма ачасене учителĕн пулăшмалла. Мĕнле майпа?
1. Киле ĕç пĕлсе тата вырăнлă памалла.
2. Уроксене ачан вăй-халне, сывлăхне кура ирттермелле.
3. Кану саманчĕсем пулмалла.
4. Кабинета уçăлтармалла, мĕншĕн тесен вĕренÿ вырăнĕ ăшă та таса, çутă пулмалла.
5. Ачасемпе вĕрентекен хушшинче ăшă кăмăллă хутшăнусем тума тăрăшмалла.
Ачасене сывлăхлă пулма вĕрентес тата вĕсен сывлăхне упрас тĕллевпе ятарлă уроксем ирттерсен аван.
 
2. Модульĕ вĕрентÿ пирĕн çĕр-шывра XX ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çç. вăй илнĕ. Ăна пуçарса яраканĕ И. Прокопенко пулнă. Модульĕн паха енĕ вĕренекен ытларах хăй тĕллĕн ĕçлени, вĕренме пултарни. Çавăн пекех, асăннă технологи тапхăрăн-тапхăрăн вĕренме май парать. Çак технологипе ĕçлекенсем 4 тапхăр палăртаççĕ:
1) малтан паллашни;
2) тĕплĕн, тарăннăн тишкерни;
3) тул енчен аталантарни;
4) шал енчен аталантарни.
Модуль вăл- вĕренÿ материалĕн пĕр пайĕ. Çак мелпе вĕреннин усси пысăк,мĕншĕн тесен вĕреннине системăлама пулать. Ачасен пĕлĕвне тапхăрăн-тапхăрăн тĕрĕслеме май пур. Вĕреннин усси тÿрех куçа курăнать. Ку технологипе класс тулашĕнчи ĕç-хĕлре те усă курма юрать.
 
3. Ачасен хастарлăхне, хăвăртлăхне ÿстерекен вĕрентÿ (ăна вырăссем «интерактивные методы обучения» терминпа палăртаççĕ).
Вĕрентÿ меслечĕсем:
 
1-мĕш меслет.
Пуç мимине хускатакан мел (мозговой штурм). Ку мелпе ушкăнпа ĕçлеме лайăх. Çак мелĕн тĕллевĕ – пĕр-пĕр проблемăна татса парасси.
Задачăсем вара çакнашкал:
1. Ушкăнри ачасене пурне те ĕçлеттересси.
2. Ачасен пĕлĕвне тивĕçлĕ хак парасси.
3. Ачасен пултарулăхне ÿстересси.
Принципсем çакăн пек:
• Шухăша уçăмлă пĕлмелле, шухăшсем пĕр пек пулмалла мар.
• Мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, çавăн чухлĕ лайăхрах.
• Проблемăна пур енлĕн татса пама пулать.
• Нимле шухăша та тиркемелле мар.
• Ушкăнри ачасем пурте ĕçлеме.
• Вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ, пĕр-пĕрне итлеççĕ.
• Вăхăт шайĕ çирĕп.
 
Учителĕн ĕçĕ:
• Темăна палăртать.
• Ачасен шухăшĕсене палăртса çырса пырать.
• Тавлашăва тÿррĕн хутшăнмасăр сăнаса тăрать, кирлĕ самантра кăна пулăшать.
 
2-мĕш меслет:
Ушкăнпа тавлавшни (групповая дискуссия)
1. Калаçу пулмалла, учитель йĕркелет.
Тĕллевĕ: тавлашура пĕр-пĕр задачăна татса парасси.
Задачăсем:
• Вĕренекенсене тĕрлĕ ситуацирен тухма вĕрентесси.
• Пĕр ушкăнри ачасем тепĕр ушкăнри ачасемпе хутшăна хăнăхтарни.
• Тĕрлĕ проблемăна тĕрлĕ енлĕн татса пама вĕрентесси.
Учителĕн ĕçĕ: Тавлашава пурне те хутшăнтарма тăрăшасси.
• Проблемăна палăртасси.
 
• Тĕрлĕ шухăша пухса пĕтĕмлетесси
• Тавлашура пĕр тĕллев патне çитме пулăшасси.
• Ушкăн тавлашăвне пĕтĕмлетесси.
 
4.Галилей çапла каланă: çынна теме те вĕрентме пулмасть иккен,ăна пулăшма кăна пулать. Хальхи вăхăтра кашни шкул ачинех творчествăпа тĕпчев ĕçне явăçтарма май пур. Пирĕн вара, учительсен, ачасене проектпа творчество ĕçне явăçтармалла. Проектпа творчество ĕçне малтан пуçарса яраканĕсем америка педагогĕсем пулнă. Вĕсен шучĕпе, шăпах çак технологи ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, шырама, пĕтĕмлетÿсем тума май парать. Кун пек ситуацисенче учитель консультант, координатор тата эксперт шутланса тăрать. Пирĕн çĕр-шывра çак меслетпе иртнĕ ĕмĕрте 20-30 çç. усă курнă. Паллах, паянхи кун çак вĕрентÿ меслетне çĕнетсе,ÿстерсе пыраççĕ. Ку ĕçе эпир те хутшăнма тăрăшатпăр. Çакна тума сăлтавсем те çук мар. Тĕслĕхрен, общесто пирĕнтен роботсем кĕтмест; обществăна инициативăллă, çĕнĕ идейăллă, творчествăллă, пултаруллă çамрăксем кирлĕ. Пирĕн тĕллев-хальхи ÿсекен ăрăвăн республикăпа Раççей шайĕнче кăна мар, тĕнче шайĕнче те мала тухма пулăшасси. Пирĕн проектпа шăпах ачасен шыравне, шухăшлавне, хастарлăхне, хăюлăхне ÿстерме май килет,мĕншĕн тесен проект хÿтĕленĕ чухне ачан аудитори умĕнче калаçмала, ыйтусене хуравламалла, паллах, ĕçе эксперт комиссийĕ хак парать.
 
• Проект тĕсĕсем:
- тĕпчев проекчĕсем;
- пултарулăх проекчĕсем;
- информаци проекчĕсем;
- реферат евĕрлĕ проектсем;
- практикăна тĕпе хунă проектсем.
 
• Пурнăçлакансен шучĕ тăрăх проектсем çакнашкал пулаççĕ:
 
-пĕччен ĕçлемеллисем,
- мăшăрпа ĕçлемеллисем,
- ушкăнпа ĕçлемеллисем,
- коллективпа ĕçлемеллисем.
 
• Содержани тĕлĕшĕнчен проектсен çакнашкал тĕсĕсем пур:
- вĕренÿ шайĕнчисем,
- наука шайĕнчисем,
- практика шайĕнчисем.
 
• Вăхăт тĕлĕшĕнчен çакнашкал ушкăнсене палăртма пулать:
- кĕске вăхăтра тумаллисем,
- вăраха ямасăр тумаллисем,
- нумай вăхăт тумаллисем.
Нумайлăх пыракан ĕçсем. Ку вăл, тĕпрен илсен, наукăпа практика конферецийĕ валли хатĕрленĕ творчество ĕçĕсем. Кун пек чухне ĕç темиçе тапхăра пайланать.
1 тапхăр. Кунта тема суйласа илмелле, мĕншĕн тесен тема актуаллă пулмалла.
2 тапхăр. Вĕренекене литературăпа тивĕçтермелле, тĕрлĕ справочниксемпе энциклопедисемпе, кирлĕ пулсан Интернетри сайтсемпе паллаштармалла.
3 тапхăр. Вĕренекен план тăвать, проекта пур енлĕн пăхса тухать. Ку тапхăрта ача хăй тĕллĕн ĕçлет, кирлĕ пулсан учительрен канаш илме пултарать.
4 тапхăр. Ку тапхăрта ача мĕн пур материала пуçтарать, системăласа çитерет, проектпа туллин ĕçлеме тытăнать.
5 тапхăр. Пĕтĕмлетÿрен тăрать. Ача проекта пур енлĕн тишкерет, мĕнле хÿтĕлемелли çинчен шухăшлать.
6 тапхăр. Проектсене хÿтĕлени. Проекта, паллах, вĕренекенсем умĕнче хÿтĕлемелле.
 
Проектпа тĕпчев ĕçĕсен усси:
- ачасен пултарулăхĕпе хастарлăхне ÿстерет;
- ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшать;
- ача кăмăлне чăваш чĕлхипе литератури енне çавăрать*
- чăваш чĕлхипе литературине пĕлес тесе ачасем ытларах хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ;
- программа панă материалне тарăнлатма пулăшать, вĕрентĕве системăлать, йĕркене кĕртет.
Хăçан усă курма пулать.
• çĕнĕ тема вĕреннĕ чух,
• темăна е темăн пĕр пайне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн,
• пултарулăх проекчĕсен кунĕнче,
• наукăпа практика конференцийĕнче
 
Проектпа тĕпчев ĕçĕн принципĕсем:
• системăлăх кĕртесси,
• ачасен хастарлăхне, хăвăртлăхне ÿстересси,
- проектсене хÿтĕлесси,
- пултарулăх лаççисем йĕркелесси,
-класлă маçтăрсем тăвасси,
• предметпа интереслентересси, патне , пулас профессипе çыхăнтарасси, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕме пулăшасси, тĕрлĕ наградăсем, грамотăсем илесси.
 
Проект ĕçĕн тĕп тапхăрĕсем:
• Тема суйласа илесси.
• Тĕллев лартасси, задачăсене палăртасси.
• Информаци шырасси, литературăна тишкересси.
• Темăпа çыхăннă тĕрлĕ шухăша тĕрĕслесси.
• Ĕçе вĕçлени.
• Презентаци туни.
• Проекта хÿтĕлени.
 
Педагогăн ĕçĕ :
• Ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме май туса памалла.
• Ачасен пултарулăхне аталантарма кирлĕ майсемпе мелсем туса памалла.
• Кашни тапхăр валли çителĕклĕ вăхăт тупмалла.
■ Татьяна Николаевна Петрова.
Опытнăй вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
 
: 3614, Хаçат: 1 (1), Категори: Методика

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-21 20:07:58):
Вара мĕншĕн эпĕ пуш уйăхĕн 19-мĕш кунĕнче çырнине шуратса хунă? "Мĕншĕн тесен обществăна сывă та ăслА çынсем кирлĕ." - кунта каллех йăнăшне тӳрлетеймен курăнать. Малтан унта 2 йăнăш пулнă.

admin63 (2012-03-21 21:46:37):
Тав сире пулăшнăшăн.

Migulaj (2012-03-22 07:26:48):
Ăнăçусем сунатăп.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: