Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кулакова Светлана Пантелеймоновна
Кулакова Светлана Пантелеймоновна
 
Тăван кил-йыш, тăван çемье,
Эс панă çутă кун мана,
Чун-чĕреме çĕклентерме.
Тупайăп-и санран хитри,
Санран пахи, санран ырри,
Тăван кил-йыш, тăван çемье?
(Юрăран)
Тăван кил ăшши… Çемьери ырă йăла-йĕрке пирки сăмах пуçласан, эпĕ ваттисен сăмахне аса илетĕп: «Кил ăшши-килĕнтеш». Чăнах та, паянхи пурнăçра çак сăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Мĕн тумалла-ха тăван кил ăшши пиртен ан тартăр тесен? Çакна упраса хăварма пире, ваттисене те, хĕрарăмпа арçынна та, пĕр япала çеç пулăшма пултарать - пĕрне-пĕри ăнланни, çемьери татулăх, тирпейлĕх.
«Кил… Сăмахĕ те чĕнсе каланă пек вĕт… Мĕн тăвас тетĕн, эсĕ çуралнă кĕтес-çке-ха. Унта тĕтĕмĕ те тутлă, çанталăкĕ те ăшă, çĕрĕ те çăкăр пекех…» - çапла туять тăван кил ăшшине чăвашсен паллă писателĕ Хветĕр Уяр.
Анчах пурте кил ăшшине упрама пĕлетпĕр-и-ха? Нумайăшĕ чăвашсен сăваплă пархатарлăхне- сăпайлăхне, ĕçченлĕхне- манса кайса ĕç вăхăтĕнчех ĕçсе супса та, ачи -пăчисене манса эрни-эрнипе йăска йытă пек çÿреме те, намăс сăмахсемпе перкелешме те именсе тăмаççĕ. Çакăн йышши çынсем ăçтан кил ăшшине упраччăр. Атте-анне çавăрнă йăвана салатасси те ним те мар çав.
Çавра сăмахăма тăснă май ман ялсенчи тăлăх çуртсем çинчен те чарăнса тăрас килет. Нумай вĕсем пирĕн тăрăхра. Кашни ялтах чÿречисене урлă çапнă, паян-ыран йăтăнса анас пек ларакан пушă хуçалăхсене курма пулать. Пирĕн пĕчĕк ялта кăна теçетке ытла вĕсем. Кашнин хăйĕн шăпи, историйĕ.
Хамăртан инçех мар ларакан пĕр тăлăх çурт куç умне тухать. Чылай çул ĕнтĕ кунта пурăнмаççĕ. Анчах малтан, темиçе-темиçе çул каялла мĕнле шавлăччĕ çак çуртра. Максимовсен çемйине ял-йыш хисеплетчĕ. Чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕччĕ вĕсем. Анчах та усал чир-чĕр аркатрĕ тăван йăвана. Кайран, çемье аркансан, çурт питĕрĕнчĕ.
Акă Максимовсен килĕнчен инçех мар тепĕр тăлăх çурт тунсăхласа ларать. Кунта та вăхăтĕнче пысăк çемье пысăк ĕмĕтсемпе хавхаланса пурăннă. Анчах ку йăва та тĕрлĕ сăлтавсене пула тахçанах саланнă. Татах та пур çакнашкал хупăннă çуртсем. Кашнин çинчен уйрăммăн темĕн чухлĕ каласа пама, çырса кăтартма пулать. Темиçе çул пĕчĕккĕн çавăрнă йăвасем халĕ никама та кирлĕ мар. Хăçан та пулин вĕсене ăшă кĕрĕ-ши?
Çивĕч çĕçĕпе чикнĕ пекех ыраттараççĕ чĕрене çакăн пек мĕскĕннĕн, тăлăххăн курăнса лараканскерсем. Пĕрре те упрама пĕлместпĕр вĕт-ха тăван кил ăшшине. Тарăн шухăшламасăрах, пĕр кĕтмен çĕртенех атте-анне пирĕн валли çавăрнă йăвана аркататпăр. Унран ырри, пахи çуккине, вăл пире çутă кун кăтартнине туймастпăр. «Ырă ят ылтăнран çутă», - тесе ахаль каламан ваттисем. Тăван кил-йыш çинчен кирек кама та ырă сăмах илтме кăмăллă, анчах ăна тивĕç пулма та çăмăл мар.
Эпир пурăнакан вырăн вăл- начар-и лайăх-и - тăван ен, санăн кил-çурту, чăн- чăн çын пулса ÿсме кирлĕ сиплĕ сывлăш. Атте-анне кил-çуртне юхăнтарнăшăн ĕмĕрĕпех ял-йыш ывăл-хĕрне сивленĕ, пÿрт çывăхĕнче пĕр тĕп йывăç та лартса ÿстермен çынна пурнăç çынни вырăнне хуман. /лĕкхи ырă йăласем нумай пулнă халăх хушшинче. Ачи-пăчи хăйĕн çывăхĕнче- çемьене тăрантарса усракан çĕр çинче тарăн тымар яма пултартăр тесе, хресчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшнă.
Халĕ, чăнах та, çĕре ĕçлесе хатĕрлеме унчченхи чухлĕ алă вăйĕ кирлĕ мар, мĕнпур йывăр ĕçе техникăпа тăватпăр. Çăмăл халь ялта ĕçлесе пурăнма, хамăрăн пĕлĕве, культура шайне ÿстерме пушă вăхăт çителĕклĕ.
Çĕр çинче мĕнле кăна ĕç çук пулĕ. Шутласа та пĕтереймĕн вĕсене. Анчах та, ман шутпа, çĕр ĕçĕ - чи асли: çулĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те. Çăкăрсăр пĕр кун та пурăнма йывăр вĕт. Çыннăн пурнăçĕ çăкăртан пуçланать. Çăкăр пулсан- кăмăл та уçă, ĕçлес те килет. Ытти апат-çимĕç сĕтел çинче тÿпемиех пулсан та, унсăрăн сĕтел пушă пекех туйăнать. Утма-калаçма тин вĕренекен ача малтанхи сăмахĕсемпе- «атте-анне» сăмахсемпе пĕрле «çăкăр сăмаха калать.
Ялсăр хула пурнăçĕ ытлă-çитлĕ пулаймасть. Мĕн пур савăнăç-телей ялтан- эсĕ акса хăварнă тырă пĕрчинчен, пучахĕнчен, ял халăхĕ çитĕнтернĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр чĕллинчен пуçланать.
Хăвна шанса панă кирек хăш ĕçе те чĕрепе парăнса, юратса туни хăй вăл паттăрлăх пулса тăрать, механизатор ĕçĕ те, фермăри ĕç те, ялти кирек мĕнле ытти ĕç те Тăван çĕр-шывшăн питĕ кирлине палăртмалла. Анчах та вĕренмесĕр, тарăн пĕлÿ илмесĕр ялта та, хулара та тулли пурнăçпа пурăнма май çук. Хăть мĕнле ĕçе те чунтан юратса, кăмăл туртнипе пурнăçламалла. Чăн-чăн çын пулас, кирек хăш ĕçе те тытса тума пултарас тетĕн пулсан, ан ÿркен кăна. Пур профессипе те интереслен, пĕлменнине ыйт, хăвна ĕçре кăтартма тăрăш. Ун пек çынсене халăх юратать, хăйĕн ăсне, пултарулăхне парса пулăшать.
«Халĕ пурте хуланалла туртăнаççĕ. Экономист, юрист, программист пуласшăн. Анчах та вĕренсе тухсан ĕç тупаймасăр хăшкăлаççĕ, яла вара таврăнасшăн мар. Пурте çăмăл пурнăç шыраççĕ. Ялта пурăнма питĕ йывăр тесе шутлать чылайăшĕ. Анчах та эпĕ урăхла шутлатăп. Ÿркенмесен, майне пĕлсе ĕçлесен ялта та халь хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнма пулать. Мана ялта пурăнма çав тери килĕшет. Ялти сывлăш, вырăнсем, йăли-йĕрки- пурте чуна çывăх. Çавăнпа та эпĕ атте-анне чĕртнĕ кил вучахне сÿнтересшĕн мар, ялтах тĕпленсе вĕсен ĕçне малалла тăсасшăн. Ман çинчен никам та: «Çĕре йĕртет, ĕçрен сивĕннĕ вăл, ашшĕ-амăшĕ пиллесе хăварнине маннă», - тесе калама ан пултартăр.» - пĕлтерчĕ мана 11 класран вĕренсе тухакан пĕр ача.
Питĕ тарăн шухăшлакан, мал ĕмĕтлĕ çын çеç çапла шутлама пултарать. Унăн шухăшĕпе килĕшетĕп, ырлатăп çеç. Шкул пĕтерсен Ял хуçалăх академине вĕренме кĕме тĕллев лартнă.
Ял тăрăхĕсенче халь фермер хуçалăхĕсем аталанаççĕ, агрофирмăсем вăй илеççĕ. Патшалăх та ял-хуçалăх аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та ялсенче ăста специалистсем çителĕксĕр. /çе пĕлсе ĕçлекенсем кирлĕ. Унсăрăн ял-хуçалăхне ура çинче çирĕп тăма йывăртарах.
/лĕкех, халăх хальхи пек нумай вĕренмен-пĕлмен чухнех, аслă ăрусен ĕçне çитĕнекен ăрăвăн малалла тăсмаллине чун-чĕрепе ăнланса, аçу-аннън ани-çаранне нихçан та ан ман, тенĕ. Питĕ вырăнлă каланă. Пирĕн вăхăтра çак сăмахсем ялта çуралса ъснĕ çынсене хăйсене çамрăклăхăн нихçан манми тулли савăнăçне парнеленĕ çĕр-аннемĕре ĕмĕрĕпех асра тытма хушать. Сĕтел хушшине апата лартса, алла çăкăр чĕлли тытсан, хамăра тăрантаракан-тумлантаракан çĕр-аннемĕр, Тăван çĕр-шывăмăр тата пуянрах пултăр тесе пурне те турăмăр-и тесе ыйтар хамăртан, ун умĕнче яланах парăмра иккенне манар мар. Тивĕçе пурнăçласа, кашнийĕ хăйĕн вырăнĕнче мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвар.
Шухăш тĕввине тĕвĕленĕ май çакăн пек пĕтĕмлетсе калас килет. Пĕр килте çитĕнсе çунат сарнă кашни çын хăйне пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те, тăван кĕтесе ан мантăрччĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе килте юлнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, тус-юлташĕсене намăс къресрен асăрхантăрччĕ. Кирек мĕнле йывăр пулсан та, кил хăтлăхне, кил илемне, тăван кил ăшшине упратăрччĕ. Вара хăвăн хыççăнхи ăрăву та сана тав тăвĕ.
■ Кулакова Светлана Пантелеймоновна.
Ыхра Çырми вăтам шкулĕ, Патăрьел районĕ
 
: 4352, Хаçат: 3 (15), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Комментарисем:

татьяна (2014-12-02 22:13:43):
питĕ тĕрĕс шухăш. чуна пырса тиврĕ

Галина Васильевна (2015-01-17 23:42:16):
Тăван кил ăшшине, çемье ăшшине упрасчĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: