Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Мана юлашки вăхăтра пĕр япала пуринчен те ытларах савăнтарать - вĕт-шакăр чăвашла калаçни.
Мана юлашки вăхăтра пĕр япала пуринчен те ытларах кÿрентерет - чăваш хĕрарăмĕ ачипе чăвашла калаçманни.
Мана пуринчен те ытларах тарăхтараканни - укçа тĕтĕмĕнче чăваш чăваш чĕлхине, чăваш культурине курма пăрахни.
 
Эпĕ хамăн сăмаха çакăн пек пуçланинчен ан тĕлĕнĕр тархасшăн. Чун ыратăран вăл. Чунĕ вара çынсем хăш чухне, хăйсем сисмесĕрех, чăннипех суккăр пулнишĕн ыратать. Хамăн шухăша уçăмлатса пама тăрăшăп халь çакăн пек кÿрентернĕ е кÿрентермен хăшпĕр вулакана.
 
Шухăшăм нумай та тарăн паян, çавăнпа та сăмахăм уçăмлах пулаймĕ те пуль, ун пек-кун пек пулсан каçару ыйтатăп тÿрех.
 
Малтан чĕлхе пирки. Мана чăннипех тарăхтараканни (мана çеç маррине те пĕлеп) нумай чăваш хăйсен ачисене чăвашла вĕрентМЕНни. Мĕншĕн вĕрентмеççĕ? Хуравĕ те çиелте - ним тума та кирлĕ мар чăваш чĕлхи, Канашран иртсенех кирлĕ пулмасть. Пăхатăн та - Канаш чикки кашни килтех - ТЕЛЕВИЗОРПА ЧĂВАШЛА КАЛАÇАЙМАСТĂН. Чăваш патшалăхĕ, тавах Турра, çакна ăнланать - чăваш телекуравне çулсерен савса сарса пырать. Çыннисем кăна çак ырлăха ăнлансах каймаççĕ пулмалла-ха (кунта сăмах уйрăм çынсем пирки пырать, çавăнпа та кашниех кашни сăмахăма хăвăр çине ан илĕр).
 
Чĕлхе вăл - хăй тĕнче. Кашни чĕлхен хăйĕн тĕнчи, хăйĕн тавракурăмĕ, хăйĕн майĕсемпе хăйĕн юххи, хăйĕн чунĕпе хăйĕн юрри, пурнăçа йĕркелемелли хăйĕн мелĕсем, хăйĕн виçи, чиккипе вĕçсĕр анлăшĕ.
 
Темиçе чĕлхене пĕр тараса çине хурса виçме çук - вĕсем виçĕнмеççĕ.
Темиçе чĕлхене юнашар хурса та танлаштарма çук - вĕсем танлашаймаççĕ.
 
Çавна пулах ĕнтĕ Европăра икĕ чĕлхе пĕлни (калаçма пĕлни) йăлана кĕрет. Виçĕ е ытларах чĕлхепе калаçакансем хисеплĕ шутланаççĕ. Кунта (çынсем каласа панă тăрăх çыратăп) пĕр чăваш хĕрĕ нимĕçе качча тухнă та Германире ĕçе кĕме ыйтса резюме çырса янă 6 организацине - пур çĕртен ĕçе кĕрешме чĕнчĕç тет. Мĕншĕнне кайран, ЧĂВАШЛА СĂВĂ КАЛАСА ПАМА ЫЙТСАН, ăнлантарса пачĕç тет - темиçе чĕлхе пĕлекен çын темиçе тĕрлĕ шутлама пĕлет, организацие ытларах усă кÿме пултарать. Вăт çапла! Эпир Канашран тухсан чăваш чĕлхи кирлĕ мар тетпĕр...
 
Пурнăç улшăнсах пырать. Эпир, совет саманинчен паяна куçнисем, нумай япала çине кивĕ куçпа пăхатпăр, нумай япалана пирĕн ăса çапса кĕртнĕ виçепе виçетпĕр. Анчахрах французсем Чăваша килсе кайни çинчен каласа кăтартрĕç мана, шалт тĕлĕнтерчĕç те, шухăша та ячĕç. "Сирĕн çара (сăрламан) йывăçран тунă авалхи чăваш çурчĕ пурах пуль - пирĕн çавăнта çĕр каçса курасчĕ", - тесе ыйтрĕç тет. Вĕсене паллах сăрламан урайлă пĕр кивĕ çуртра çĕр каçарнă, питĕ савăнтарнă французсене. Ман вара ыйтас килет - эпир, чăвашсем, Францире французсенчен мĕн ыйтнă пулăттăмăр-ши вĕсен культурин чи тарăн пайрăмĕсене туйса илес тесе? Пĕлместĕп.
 
Анчах та нимĕçсем чăвашла сăвă каласа пама ыйтса "Нарспи" поэмăн малтанхи сыпăкĕсен илемне пысăка хурса хаклани, французсем чăвашсен йывăç çуртĕнче çĕр каçа реххетленни мана эпĕр (эпĕ те) мĕн тери культура нишлĕхĕнче пулнине кăтартса тĕлĕнтерет.
 
Чăваш чĕлхи пĕтет тетпĕр, ăна вилекен чĕлхесем шутне кĕртнĕ тетпĕр (тĕрĕссипе ăна юхăнма пуçланă чĕлхесем шутне кĕртнĕ - уйрăмлăхĕ пурах тесе шутлатăп). Хамăр вара тăван чĕлхене хисеплемелĕх, культурине çĕклемелĕх чун халне тупаймастпăр - вăт пĕтереççĕ те чĕлхене тетпĕр. Чăваш чĕлхине никам та, ним те пĕтермест - ăна эпир хамăр пĕтеретпĕр. Хамăр айванлăхпа, хамăр АНАРАН ЫТЛА КУРМА ПĔЛМЕННИПЕ пĕтеретпĕр. Пирĕн хамăрăн тăван киле, пухнă пурлăха, атте-анне, ача-пăчана упрама, сыхлама ăс çитет-ха, анчах та хамăрăн чĕлхене, чăваша чăваш тăвакан чĕлхене упрама, сыхалма ма пĕлейместпĕр-ши?
 
Хăшĕсем чăваш чĕлхи чухăн теççĕ те, тарăхтараççĕ мана. Калас килет вара: чĕлхе мар эс хăв чухăн тесе. Чĕлхесем чухăн пулмаççĕ - вĕсем тĕнче çине çеç тĕрлĕрен пăхаççĕ: В начале было слово... - Сăмах пулнă та... (Библин çак пĕрремĕш сăмахĕсене К. Иванов çапла куçарнă теççĕ) Иккĕшне те хăвăр вуласа хăвăр чунăрпа итлесе пăхăр - ăнлавĕ пĕрех пулсан та янрани расна! туйăмĕсем анлăшĕ мĕнлерех тĕрлĕ! тĕнчисем епле!
 
Кашни халăхах Çĕр çине хăйĕн тÿпине хывма килнĕ, вăл шутра эпир те (пирĕнтен кашни чăваш тăпренчĕкĕ). Пирĕнтен, кашнинчен, Чăваш ен, Чăваш çĕршывĕ пуçланать. Эпир суйламан ăна - ăна пирĕн атте-анне суйланă, чăваш чĕлхипе пирĕн юна кĕртнĕ. Кам ирĕк панă пире, тăванăмсем, çак ламран лама куçса пыракан сăваплăха касса татма? КАМ?
 
■ Владимир Андреев.
2014 ç., ака уйăхĕ.
 
: 2361, Хаçат: 1 (13), Категори: Редактор сăмахĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: