Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Л. Г. Петрова
Л. Г. Петрова
 
 
Словарьсем кирек хăш халăх чĕлхине, культурипе историне тĕпчесе вĕренме, пĕтĕм халăх чĕлхин литература формине аталантарма, унăн нормисене йĕркелеме, общество пурнăçĕнчи нумай тĕрлĕ хутшăну нушисене тивĕçтерме, халăхăн пĕтĕмĕшле пĕлÿлĕхĕпе культура шайне ÿстерме кирлĕ. Вăтам шкулта словарьсем ку чухнехи вĕренÿ-методика комплексĕн питĕ кирлĕ пайĕ шутланаççĕ. Ахальтен мар чаплă француз писателĕ Анатоль Франс çапла çырнă: «Сăмахра – сăнар, словарьте – алфавит йĕркипе вырнаçтарнă пĕтĕм çут тĕнче. Лайăхраххăн шухăшласан, ăнланатăн: словарь вăл чăннипех – кĕнекесен кĕнеки. Ытти йышши кĕнекесем пурте шăнăçаççĕ словарьте, вĕсене унтан илсе усă курма çеç пĕлмелле».
Словарь ĕçĕ – ачасен сăмах пуянлăхне ÿстересси – шкулта чĕлхене вĕрентес ĕçĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Вăл чĕлхене вĕрентес ĕçри ытти пайсенчен уйрăм тăмасть, вĕсемпе тачă çыхăнса тăрать. Словарь ĕçне вĕренÿре лайăх ăнланса, тĕрĕс те çителĕклĕ таран туса пыни кирлĕ. Çапла туни кăна чĕлхене вĕрентнĕ чухне пысăк усă парать: вĕренекенсен сăмах йышне ÿстерет, вĕсен чĕлхе пуянлăхне аталантарать, сăмахсен пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланса илме пулăшать, сăмахсене калаçура тата çырнă чух тĕрĕс усă курма вĕрентет, литература чĕлхипе тĕрĕс калаçма тата çырма пулăшать.
Чĕлхе урокĕсенче словарь ĕçне ирттерсе пырас тесен вĕрентекенĕн словарь ĕçне мĕнле ĕçсем кĕнине, вĕсене мĕнле майсемпе ирттерсен ачасем ăнланма пултарнине тĕплĕ пĕлмелле.
Словарь ĕçĕн шутне чи малтанах вуланă чухне тĕл пулакан ăнланма йывăр сăмах çаврăнăшĕсемпе тата сăмахсемпе ĕçлесси кĕрет. Кун пек сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем грамматика урокĕсенче сахал мар тĕл пулаççĕ. Сăмахсемпе активлă усă курччăр тесен кĕçĕн тата вăтам классенче кашни ачана пĕчĕк словарь тума вĕрентмелле. Çав словаре çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене çырса пымалла. Кирек мĕнле текстпа ĕçленĕ чухне те словарь ĕçне туса пыни аван.
Ачасене словарьпе усă курма вĕрентиччен малтан словарĕн тытăмĕпе паллаштармалла. Словарь çинчен калаçу ирттернĕ чух çакна палăртса хăвармалла: сăмахсене словарьте алфавит йĕркипе вырнаçтараççĕ. Ăнлантару, куçару тата ытти словарьсенче те кашни сăмаха уйрăм статьяра çырса кăтартаççĕ.
Ачасем нумай чухне йăла-йĕркере усă куракан сăмахсен тĕп пĕлтерĕшĕсене çеç чухлаççĕ, вĕсен иккĕмĕшле пĕлтерĕшĕсене ăнлансах каймаççĕ. Вĕсем уйрăмах общество пурнăçĕнчи пулăмсен пĕлтерĕшĕсене начар ăнланаççĕ. Çакна кура чылай чух сăмахсен пĕлтерĕшне çеç ăнлантарни çителĕксĕр, пулăм çинчен кĕскен те ăнланмалла каласа памалла. Истори терминĕсен, кивелнĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнланма ачасене уйрăмах йывăр (тевет, кисĕп, чĕрес, çулу). Кун пек сăмахсен пĕлтерĕшне ачасене илемлĕ литературăри сăнарсем урлă уçса памалла.
Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене çак майсемпе те ăнлантарма пулать:
1) япалине кăтартса (кĕнчеле, хултăрчă, кисĕп т.ыт.те);
2) словарьпе усă курса (синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ, омонимсен словарĕ, фразеологии словарĕ, чăвашла-вырăсла словарь);
3) ÿкерчĕк кăтартса (арман, тĕрен, арăм йывăççи т.ыт.те)
Халĕ вăтам классенче ирттермелли пĕр урокăн тулли конспектне сĕнетĕп.
 
Словарь – кĕнекесен кĕнеки
 
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Вĕрентÿ тĕллевĕ: вĕренекенсене словарьсемпе усă курма хăнăхтарасси; ачасен лексикине аталантарасси.
Воспитани тĕллевĕ: тăван чĕлхе пуянлăхне туйтарасси, ăна хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Кăтарту хатĕрĕсем: словарьсен выставки, словарь авторĕсен (Н.И.Ашмарин, В.Г.Егоров, И.А.Андреев, Н.П.Петров, Л.П.Сергеев, М.Ф.Чернов, М.И.Скворцов т.ыт.) сăнĕсем, ÿкерчĕксем т.ыт.те.
Эпиграф: «Сăмахра – сăнар, словарьте – алфавит йĕркипе вырнаçтарнă пĕтĕм çут тĕнче…» (Анатоль Франс, Франци писателĕ.)
 
Урок юхăмĕ
I. Хăнăху-çирĕплетÿ ĕçĕсем.
1. Ачасене урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарни, эпиграфне ăнлантарни.
2. «Тăван чĕлхен ылтăн çÿпçи - словарьсем» выставкăпа паллаштарни.
1-мĕш ача сăвă йĕркисене вулать:
Никольскипе Ашмарин,
Сироткинпа Егоров,
Петровпала Андреев,
Черновпала Сергеев,
Скворцов çырнă словарьсем
Асăнмалăх чĕр палăк
Шутланаççĕ халăхра.
Эпир пĕрле, тусăмсем,
Словарьсене уçăпăр.
Авалхине аса илсе
Малаллине курăпăр.
Тавах сире, пиччесем,
Сăмах тĕнчин ăстисем,
Ăс пуçтарса ĕçлеме
Паха словарь панăшăн!
3. Учитель словарьсен тĕсĕсем, вĕсен авторĕсем çинчен кĕскен каласа пани.
4. Класа икĕ ушкăна уйăрса ĕçлени. Ушкăн ятне ачасем сăнарлă сăмах майлашăвĕсемпе палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, «Пыллă чĕлхе», «Çÿпçипе хупăлчи», «Шăпчăк ыйхи».
Ачасен ĕçне тĕрлĕ тĕслĕ хут листисемпе усă курса хаклама пулать (хĕрлĕ тĕс – «5» паллă, кăвакки – «4», симĕсси – «3», сарри – «2»).
1-мĕш ĕç. Ку мĕнле словарь? «Словарьсем» хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Ачасен вĕсене палласа илмелле.
Фразеологи словарĕ (ача калать):
Эпĕ кăвак çутла тăратăп та вăй çемми ĕçе тытăнатăп. Алă усса ларакансем, ĕç тĕлне пĕлмесĕр çил хăвалакансем манăн кăмăла хуçаççĕ. Çанă тавăрса ĕçлекенсене курсан кăмăл çĕкленет.
Калаçу мĕнле словарь çинчен пынине пĕлнĕ хыççăн ачасем текстри фразеологизмсене (кăвак çутла, вăй çемми ĕç, ĕç тĕлне ан пĕл, çил хăвала, кăмăла хуç, çанă тавăрса ĕçле) тупаççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ. Ку фразеологизмсемпе ачасем предложенисем тăваççĕ.
Омонимсен словарĕ (ача калать):
– Уяр çанталăкра эпĕ хирсем тăрăх çÿреме юрататăп. Таçта, пусă варринче, çаплах путене авăтни илтĕнет-ха. Кашни пусă хăй тĕслĕ: кĕççеленнĕ уçăм симĕссĕн-кăваккăн курăнса выртать, хура тулă ани кĕрен саплăк пек туйăнать. Кунĕпех ĕçленипе ăш хыпнă халăх пусă шывне ĕçсе киленет.
«Омонимсен словарĕпе» усă курса ачасем текстри пусă «уй» - пусă «çăл» омонимсен пĕлтерĕшне тупаççĕ, сăмахсем нумай пĕлтерĕшлĕ пулнине «Чăвашла-вырăсла словарьпе» ĕçлесе пĕлеççĕ.
2-мĕш ĕç. Доска е экран çинче – К.Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕнчен илнĕ сыпăк.
Çĕнĕ хан вĕçĕмсĕр куланай та ясак ыйтать. Темиçе кун каялла кăна ялта хан элчи пулчĕ. Вăл, халăха пухса, çар валли ытларах утă хатĕрлеме хушрĕ. Ял çыннисем хăйсен алманчинчен йăлтах тĕлĕннĕ: Урасмет çăва тухнăранпа иккĕмĕш хут ясак пуçтарать.
– Эпир пĕтĕмпех тÿлесе татнă, мĕнле ясак памалла тата сана? – теççĕ хресченсем алманчă умĕнче хăйсен тăмхисене çавăркаласа.
– Мăрса валли, – тет алманчă. – Çар эткерĕ валли.
Текстри архаизмсемпе историзмсене тупса тетраде çырмалла. Ачасен пĕр ушкăнĕ чăвашла-вырăсла словарьте хан, ясак, тăмха, эткер сăмахсене, тепĕр ушкăнĕ «Этимологи словарĕпе» усă курса куланай, алманчă, мăрса, элчĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тупать.
3-мĕш ĕç. Доска умĕнче кашни ушкăнран пĕрер ача ĕçлет.
Ĕç условийĕ тăрăх:
1) ваттисен сăмахĕсен сиксе юлнă пайне тупса çырмалла;
2) антонимсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине палăртмалла.
1. … шухăшла та (çывăхра пурăн теççĕ).
2. … (ăсран) ирхи ăс ăслăрах тет.
3. … (кăмака çинчен аниччен) ĕçчен ту çине хăпарнă.
Иккĕн доска умĕнче ĕçленĕ хушăра ытти ачасене урăх ĕç сĕнме пулать. Тĕслĕхрен, панă ÿкерчĕксенче мĕнле фразеологизмсем пытаннине туптармалла, пĕлтерĕшне предложенисемпе уçса пама ыйтмалла.
Ÿкерчĕксен содержанийĕ:
1) ача кĕрĕк арки лутăркать (кĕрĕк арки йăвала);
2) пĕр ача теприне шăхличĕ парать (тăм шăхличĕ тыттар);
3) пĕр ача теприне ура хурса ÿкерет (ура хур).
Доска çинче çырса тунă ĕçсене тĕрĕсленĕ хыççăн ваттисен сăмахĕсене çырса синтаксис тишкерĕвĕ тума пулать.
4-мĕш ĕç. Класра «Илемлĕ, илемлĕ» юрă кĕвви янăрать.
Доска çинче хĕрарăм капăрлăхне кăтартакан ÿкерчĕксем: хушпу, сурпан, тухья, масмак, хÿре, шÿлкеме, сарă, сăрка. Чăвашла-вырăсла тата этимологи словарĕсемпе усă курса ачасем çав сăмахсене ăнлантарнине çырса илеççĕ. Кашнипе пĕрер предложени тупаççĕ.
II. Пĕтĕмлетÿ.
Ачасен пĕлĕвне хаклама урокра ĕçлесе илнĕ тĕрлĕ тĕслĕ хутсен шутне пăхмалла, çĕнтерÿçĕ ушкăна та çак мелпех палăртмалла.
III. Килте тумалли ĕç.
«Манăн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» темăпа сочинени çырма материал пухмалла.
■ Л. Г. Петрова.
Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ, Шупашкар
 
: 1866, Хаçат: 1 (1), Категори: Методика

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-11 12:24:07):
Словарь сăмаха чăваш чĕлхинче СĂМАХСАР сăмахпа улăштарсан тĕрĕс пулать пулĕ. Эсир мĕнле шутлатăр?

Александр (2012-03-16 17:11:47):
Микулай, эпĕ сирĕнпе килĕшетĕп. "Сăмахсар" ăнлав пирĕн пурнăçа кĕчĕ ĕнтĕ.

Migulaj (2012-03-19 23:18:18):
"писателĕ" вырăнне çыравçи тесен кăмăллă пулĕччĕ. "содержанийĕ" вырăнне чăваш сăмахĕ кирлĕ.

Лира (2012-06-01 13:27:56):
Микулай, Сирĕн шутпа халăх усă куракан пур сăмаха та чăвашлатса тухмалла. Апла туни чăваш чĕлхине пуянлатнине пĕлтермест. Писатель тата çыравçă сăмахсемпе пĕр шайрах усă курма юрать. Уншăн калас тенĕ шухăш чухăнланмасть

Migulaj (2012-11-29 19:17:45):
Чăвашсенчен вырăс туни вара мĕне пĕлтерет? Эпĕ чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесенчен килнĕ сăмахсемпе усă курма сĕнетĕп. Чăваш чĕлхи пĕтсен калас шухăш ЧУХĂНЛАТЬ-и? Вырăс чĕлхи вăл чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхе мар. Анчах та пĕррехинче Мускавра Чăваш президенчĕн çынни Тимофеев "Эхо Москвы" ятлă радиостанцинче чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе пĕртăван чĕлхе тесе ĕнентерме тытăннăччĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: