Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок теми: Пĕр цифрăллă хисепсене 9 çине хутласси
 
Тĕллевсем:
• 9 çине хутлас вăрттăнлăхĕсене уçасси,
• вĕсемпе усă курма хăнăхасси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: медиапроектор, магнитофон, куç гимнастики тумалли таблица, трибунăсем.
 
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелесси.
_ Ачасем, ура çине тăрăр. Халĕ алă тупанĕ çине пăхса илĕр, унта хĕвел шевли вылять, сирĕн çине пăхса кулать, ăна халĕ пĕр-пĕрне тата килнĕ хăнасене парнелетпĕр. Кулса илсе пĕр-пĕрне ăнăçу сунар.
_ Чи малтан урока ирттерме кирлĕ правилăсене аса илетпĕр. (Слайд çинче.)
1 слайд
• Туслăн ĕçлер.
• Ăнăçушăн савăнар.
• Тимлĕн итлер.
• Тĕплĕн шухăшламасăр кăшкăрса ярар мар.
 
II. Çĕнĕ тема вĕренесси.
_ Ачасем, халĕ примерсем шутлăпăр. Икĕ ушкăнпа ĕçлетпĕр. 1-мĕш ушкăн пĕрремĕш юпари примерсене, 2-мĕш ушкăн иккĕмĕш юпари примерсене шутлать. 2 минут паратăп. (Примерсем слайд çинче.)
2 слайд
1 х 7 9 х 6
4 х 5 9 х 7
8 х 5 9 х 3
6 х 6 9 х 1
3 х 8 9 х 10
4 х 4 9 х 4
9 х 3 9 х 2
5 х 6 9 х 5
4 х 7 9 х 8
5 х 3 9 х 9
 
_ Хăш ушкăнне шутлама çăмăлрах пулчĕ?
_ 1-мĕш ушкăна.
_ 2-мĕш ушкăн, сире мĕншĕн шутлама йывăр пулчĕ?
_ 9-па таблица вĕренмен.
_ Уйрăмах хăш примерне шутлама йывăр пулчĕ?
_ 9 х 9
_ Апла пулсан пирĕн паянхи урокăн теми мĕнле-ши?
_ 9 çине хутласси. (Урок теми 3-мĕш слайд çинче.)
 
3-мĕш слайд. Пĕр цифрăллă хисепсене 9 çине хутласси.
_ Халĕ кĕнекесене уçăр. Мĕншĕн таблицăна 9 х 9 –тан çырма пуçланă?
_ Ыттисене вĕреннĕ.
_ Ачасем, урокăн тĕллевĕсем мĕнле-ши?
(Калаймасан, 4-мĕш слайда уçса кăтартатăп.)
4-мĕш слайд. 9 çине хутлас вăрттăнлăхĕсене уçасси, вĕсемпе усă курма хăнăхасси.
_ Таблицăна йĕркелесе çырар. Хăш примертан çырма пуçлатпăр? (2-мĕш слайда каялла май уçатăп.)
_ Ачасем, черетпе доска çине тухса çыратпăр.
9 х 1
9 х 2
9 х 3
9 х 4
9 х 5
9 х 6
9 х 7
9 х 8
9 х 9
9 х 10
 
_ Отвечĕсене тупатпăр. Ушкăнсемпе ĕçлетпĕр. Ушкăнри ачасем пĕр-пĕринпе канашлама юрать. Тетрадь çине тупмалли мелсене çырăр.
Отвечĕсене мĕнле пĕлтĕр? (Ачасем ăнлантараççĕ, произведение доска çине тухса çыраççĕ.)
(Ачасем пĕлмесен 5, 6, 7 слайдсене кăтартатăп.)
5-мĕш слайд. Хутлассине хушассипе улăштармалли мел.
9 х 1 = 9
9 х 2 = 9+ 9 = 18
9 х 3 =9 + 9 + 9 = 27
...
6 – мĕш слайд.
Произведение умĕнхи ответпа усă курса тупасси.
9 х 1 = 9
9 х 2 = 9+ 9 = 18
9 х 3 =18 + 9 = 27
9 х 9 = 72 + 9 = 81
 
7-мĕш слайд.
9 хисепе çывхартмалли мел.
9 х 1 = 9
9 х 2 = 10 х 2 – 2 = 18
9 х 3 = 10 х 3 – 3 = 30 – 3 =27
9 х 9 =10 х 9 – 9 = 90 – 9 = 81
 
 
- Халĕ, ачасем, канса илер. ( Музыка яратăп, ачасем вырăнĕпе улăшаççĕ. Тăраканнисем лараççĕ, лараканнисем тăраççĕ.)
_ Куç гимнастикине туса илер. ( Таблица доска çинче çакăнса тăрать.)
_ Музыкăпа кăшт ташласа илер.
III. Таблицăна вĕреннине çирĕплетни.
_ Хутланаканнисене ылмаштарса тепĕр юпа çыратпăр. (Ачасем черетпе тухса çыраççĕ.)
_ Произведение мĕнле пĕлтĕр?
_ Хутланаканнисене вырăнĕпе улăштарсан произведени улшăнмасть.
_ Ачасем, таблицăна вĕренме çăмăлрах-ши е эсир 9 çине хутлас вăрттăнлăхсене шыраса тупасшăн?
_ Тупасшăн.
_ Ушкăнпа тишкеретпĕр. Пĕрле пуçтарăнса шухăшлама пултаратăр.
 
1-мĕш ушкăн. Теçеткесен разрядĕнче 2-мĕш хутланаканнинчен 1-пе пĕчĕкрех хисеп пулать.
2-мĕш ушкăн. 9-тан теçеткесен разрядĕнчи хисепе кăларсан единицăсен разрядĕнчи хисеп пулать.
_ Тĕслĕхрен, 9 х 4 = 36, 4 – 1 = 3 (теççĕ) 9-3 = 6 ( ед.)
_ Çак пĕтĕмлетĕве формулăпа çырма пулать.
 
8-мĕш слайд.
• 9 х а = …
 
Теçетке Единица
а - 1 9 – (а – 1)
 
_ Çак формулăпа усă курма манса ан кайăр. Таблицăна татах та тишкерер-ха. Мĕн сăнама пулать? Ушкăнпа ĕçлетпĕр.
_ Теçеткесен разрядĕнчи хисеппе единицăсен разрядĕнчи хисепе пĕрле хушсан суммăра 9 пулать.
9 çине пÿрнесемпе те хутламалли вăрттăнлăх та пур. Пĕлес килет-и? (Ăнлантарса паратăп.)
- Пÿрнесем шутламалли прибор вырăнне пулаççĕ. Икĕ алла та парта çине хурăр. 10 пÿрнепе те усă куратпăр. Тĕслĕхрен, 3-не 9 çине хутламалла пултăр. Сулахай алăра 3-мĕш пÿрнене тупăр та хуçлатса хурăр. Хуçлатнă пÿрнен сулахай енчи пÿрнесем теçеткене пĕлтереççĕ, сылтăм енчи пÿрнесем единицăна пĕлтереççĕ. 2 теçеткепе 7 единицăна хушатпăр та , 27 пулать. Пÿрнесем хăйсемех çав хисепе кăтартаççĕ.
_ Паян урокра вăрттăнлăхсем нумай пĕлтĕмĕр. Халĕ доска çинче пайлассипе 3-мĕш юпа çыратпăр. (Ачасем черетпе тухса çыраççĕ.)
• Кĕнеке çинчи 2-мĕш номере ăсра шутлатпăр. (9-па таблицăна çирĕплетни – слайд çинче.)
9-мĕш слайд
 
в 1 2 3 4 5 6 7 8 9
9 х в
 
IY. Пĕтĕмлетÿ.
_ 9 çине мĕнле хутлама пулать? (3 мелне калаççĕ.)
_Вăрттăнлăхĕсем мĕнле? (Формулăна ăнлантарни.)
Y. Киле ĕç. (Слайд çинче - «Кăранташпа сăрла» - таблицăна çирĕплетессипе.)
10-мĕш слайд.
Кăранташпа сăрла
6 – хĕрлĕ
7 – сарă
8 – кăвак
9 – симĕс
Y. Рефлекси. (Доска çинче сăмахсем – ачасем урок вĕçĕнче хăйсене килĕшекен сăмахсем патĕнче паллăсем лартаççĕ.)
1. Урок усăллă, пурте ăнланмалла.
2. Хăш-пĕр тĕлте çеç кăшт ăнланмалла мар.
3. Тата нумай ĕçлемелле-ха!
4. Чăнах та, вĕренме йывăр иккен!
- Вĕренме йывăр текеннисем ... чухлĕ, апла пулсан пирĕн татах та нумай ĕçлемелле-ха.
YI. Сĕнÿ.
_ Паян эпĕ сирĕн куçсенче пĕлме тăрăшакан хĕлхеме куртăм. Çак хĕлхем сирĕн куçсенчен çулсем иртнĕçемĕн ан çухалтăр. Кашни кун учительпе пĕрле çĕнĕ пĕлÿ илсе вĕренÿри, пурнăçри чăрмавсене çĕнтерсе пыма сĕнетĕп..
■  Валентина Васильевна Журавлева.
пуçламăш классен учителĕ, Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
 
: 2625, Хаçат: 1 (1), Категори: Математика

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-06 22:19:03):
"учитель" сăмаха чăвашла çырсан лайăхрах пулать пулĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: