Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Сидорова Алина Михайловна вĕренекенсемпе
Сидорова Алина Михайловна вĕренекенсемпе
Урок теми: Йăлăм вăрманĕ
Урок тěллевěсем:
1.Вěрентÿ тěллевě: Йăлăм вăрманĕ çинчен вěренесси.
2.Воспитани тěллевě: ачасен тавра-курǎмне аталантарасси, вăрман пуянлăхĕпе паллаштарасси, çут çанталăкпа килленме вěрентесси.
3.Аталантару тěллевě: текст содержанине ǎнланса ыйтусем çине туллин хуравлама хǎнǎхтарасси.
Урок тěсě: хутǎш урок.
Урока кирлě хатěрсем: вěренÿ кěнеки, компьютер, проектор, слайдсем, ÿкерчěксем.
 
Урок юхǎмě
I.Класа урока йěркелесси. (1 слайд)
Ырă кун пултăр, ачасем!
 
Шăнкăр – шăнкăр! шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
 
II.Фонетика зарядки. (2 слайд)
- Кăштах чĕлхесене вылятса илер – ха. Тĕрĕс калăр!
1) учитель вулани
2) учитель хыççăн ачасем вулани
3) хорпа,икшер йĕрке вулани
4) пĕчченшерĕн вулани
 
III.Çěнě тема вěренесси. (3 слайд)
- Халĕ эпĕ сире пĕр тупмалли юмах каласшăн. Унăн тупсăмĕ пирĕн урок теми пулĕ.
Хĕлле хывăнать, çулла тăхăнать. (Вăрман)
- Эпир паян сирĕнпе вăрман çинчен калаçапăр. Вăрмана сăнласа паракан паллă ячĕсене калăр-ха тархасшăн (лăсăллă, хутăш, пысăк, пĕчĕк, илемлĕ)
- Ĕлĕк халĕ эпир пурăнакан вырăнсенче пĕтĕмпех вăрман ÿснĕ, çынсем вăрмансене касса, çунтарса уйсем тунă. Вăрман лаптăкĕсем пĕчĕкленсех юлнă.
- Пирĕн çер-шыври чи пысăк вăрман мĕн ятлă?(тайга)
- Çĕр çинчи чи пысăк вăрман мĕн ятлă?
- Хамăр тăрăхри вăрман ячĕсне пĕлетĕр-и?
- Эпир сирĕнпе Европăри чи пысăк юхан шыв хĕрринче Атăл çинче пурăнатпăр. Атăл леш енче вара питĕ пысăк вăрман курăнса ларать. Мĕнле вăрман-ши вăл? (Йăлăм вăрманĕ)(4слайд)
- Паян урокра эпир шăпах çак вăрман çинчен калаçǎпǎр, вăрман пуянлăхĕпе паллашǎпǎр, хамǎр пуплеве аталантарǎпǎр.
- Тетрадьсем çине число, тема çыратпǎр.
 
1.Словарь ěçě.
 
- Халě вара паянхи урокра усǎ курмалли сǎмахсемпе ěçлěпěр.(кĕнекери 149 стр.). Сǎмахсене малтан вырǎсла куçаратпǎр. Унтан вěсенчен хǎшě-пěрипе предложени йěркелетпěр (ǎсра).
Вăрман ырлăхĕ, сулахай ен, чĕрчун тенчи, пуян.
 
2.Кăтартуллă вулав.
- Халĕ эпĕ сире калава пĕтĕмĕшле вуласа парăп.Тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр, ударенисене асăрхăр. Калавăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.
 
3.Калавăн содержанине вырăсла калаттарасси.
 
4. Калава ачасене хăйсене тĕллĕн çурма сасăпа вулаттарасси.
- Халĕ калава хăвăр тĕллĕн çурма сасăпа вулăр.
 
5.Суйлавлă вулав.
- Вăрман пуянлăхĕ çинчен калакан предложенисене тупса вулăр
- Йăлăм вăрманĕнче ÿсекен йывăçсем çинчен калакан предложенисене тупса вулăр
- Йăлăм вăрманĕнче ÿсекен кăмпасем çинчен калакан предложенисене тупса вулăр
- Йăлăм вăрманĕнче ÿсекен çырласем çинчен калакан предложенисене тупса вулăр
 
 
6.Ыйтусем çине хуравлаттарасси. (5 слайд)
- Малалла эпě сире ыйтусем паратǎп, эсир вěсем çине текстри предложенисемпе хуравлама хатěрленěр.
1. Йăлăм вăрманĕ ăçта вырнаçнă?
2. Вăрман çынсене мĕнле ырлăх парать?
3. Вăрманта хăш вăхăтра уйрăмах лайăх?
 
IV. Физкультура саманчĕ. (Куçсене,кĕлеткене кантарни.)
 
V. Вěреннине çирěплетесси. (6 слайд)
- Текста мěнле ǎнланнине тěрěслеме эпě сире тест ыйтǎвěсем паратǎп. Тестри предложенисем тěрěс пулсан сирěн «+» паллǎ, тěрěс мар пулсан «-» паллǎ лартмалла.
1. Йăлăм вăрманĕн пысăк пайĕ Чăваш Республикинче вырнаçнă.
2. Вăрман çынсене çурт-йĕр лартма йывăç, хутса ăшăтма вутă панă.
3. Йăлăм вăрмнĕнче хурăн, çăка, хурама, çирĕк, хыр-чăрăш, юман ÿсет.
4. Йăлăм вăрманĕ кăмпа-çырлапа пуян.
5. Вăрман ырлăхĕ пурне те çитет.
6. Йăлăм вăрманĕнче уйрăмах çулла лайăх.
 
VI. Çыру ěçě ирттересси.
Кĕнекери 150 стр. – 2, 3 хăнăхтарусем
 
VII. Пěтěмлетÿ. Ак сирěн умра ваттисен сǎмахěсем. Вěсенчен хǎшěсем вăрман çинчен? (7 слайд)
• Ĕçне кура хисепĕ.
• Уй куçлă, вăрман хăлхаллă
• Паян тумалли ĕçе ырана ан хǎвар.
• Вăрмана вутă турттармаççĕ
 
VIII. Килте тумалли ĕç.
Вăрманта пурăнакан пĕр-пĕр чĕр чуна е вăрманта ÿсекен ÿсен-тăрана ÿкерсе килмелле,
4-5 предложени каласа памалла
IX. Вĕренекенсен пĕлĕвне хакласси.
■ Сидорова Алина Михайловна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул
 
: 2452, Хаçат: 6 (12), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: