Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(Садик ачисемпе ирттермелли Çĕнĕ çул уявĕн сценарийĕ)
Вылякансем:
Ертÿçĕ,
Юр Пике,
Хӗл Мучи,
Кашкăр,
Кушак,
Кащей
Юрӑсене кирлӗ пек улӑштарма пулать. Ачасен тавракурӑмне, ӑсталӑхне, пултарулӑхне шута хумалла. Геройсем вырӑнне ашшӗ- амӑшӗсем вылясан уяв тата илемлӗрех пулать.
Ертÿçĕ: Пирĕн зал епле илемлĕ
Тĕрлĕ тĕслĕ ялкăшать.
Кам унпа паян киленмĕ
Чĕрене вăл ăшăтать.
Çакăн пек илемлĕ ёлка
Татах пур-ши ачасем?
Пăхăр-ха мĕн чухлĕ çутă
Çăлтăрсем, çаврашкасем…
Саламлатпăр кашнинех
Çĕнĕ Çул уявĕпе.
Ĕнтĕ пуçлар ачасем
Юрламашкăн юрăсем.
Юрă «Елочка-ёлка»
Ертÿçĕ: Уява темшĕн Хĕл Мучи килсе çитеймерĕ-ха. Айтăр ăна чĕнсе пăхар: « Хĕл Мучи ау!». Сас памасть. Тепĕр юрă юрлар-ха. Эпир юрланине илтсен килет пуль.
Юрă «Хĕл Мучи»
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи çичен те юрларăмăр ĕнтĕ. Хĕл Мучи çаплах çук. (Алăка шакаççĕ. Юр Пике кĕрет. Юрă юрлать.)
Юр Пике: Вăрманта, уçланкăра
Пурăнатăп юр çуртра.
Кашниех мана пĕлет
Юр Пике тесе чĕнет.
Шурă юр пĕрчийĕсем
Пурте манăн тусăмсем.
Эй, пуçтарăнăр кунта
Вĕçсе килĕр ман пата.
Савăнăпăр, кулăпăр
Ташлăпăр та юрлăпăр.
Ертÿçĕ: Юр Пике пирĕн ачасем хĕлле , юр çинчен юрă вĕреннĕ. Итлесе пăх-ха вĕсем юрланине.
Юрă «Русская зима»
Юр Пике: Ну маттур та эсир ачасем. Мĕнле илемлĕ юрă юрларăр.
Ертÿçĕ: Часах Çĕнĕ Çул çитет. Ăçта-ши пирĕн Хĕл Мучи? Эпир юрланине те илтмерĕ-ши? Паян пирĕн пата уява та килмест пуль?
Юр Пике: Мĕнле уяв Хĕл Мучисĕр? Темскер мана пăлхантарать. (Алăка шакаççĕ.)
Ертÿçĕ: Ан кулян-ха, Юр Пике. Ав шакаççĕ, Хĕл Мучи килчĕ пуль.
(Хӗрлӗ Калпак юрласа кĕрет, ёлка тавра ташласа çаврăнать.)
 
Эпӗ Хӗрлӗ Калпак,
Эп сирӗнпе выляп.
Уява эп васкап.
Уявпа саламлама
Ачасене хавас.
Эп сире юратап,
Чунтанах юратап.
Ля-ля-ля ля-ля
 
Хӗрлӗ Калпак: Сывлăх сунатăп пурне те. Эпĕ питĕ хавас сирĕнпе тĕл пулма. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. (Кашкăр кĕрет.)
Кашкăр: Итле-ха, Хĕрлĕ Калпак. Эсĕ манран хăрамастăн-и?
Хӗрлӗ Калпак: Тата мĕн, санран хăратăп-и? Пăрăн кунтан. Эпĕ çак çулпа асанне патне каятăп.
Кашкăр: (Кашкăр ĕнсине хыçса илет) Эпĕ те пыратăп асанне патне.(Хӗрлӗ Калпакран карçинккине туртса илет, юрă юрлать. «Песня Волка» (мотив «Ромашки спрятались»))
Я соберу в момент
Ромашки-лютики.
Доставлю враз.
Скажу бабусе: «Зря
Волков не любите»
(чӗр куҫҫи ҫине ларать)
К вам постоянная
Любовь у нас.
(Хӗрлӗ Калпака хул айĕнчен тытса каяççĕ.)
 
Юр Пике: Тăхтăр-ха, Хӗрлӗ Калпак, кашкăр. Эсир ман асаттене курман-и?
Кашкăр: Сухаллăскерне-и?
Юр Пике: Сухаллăскерне çав.
Кашкăр: Кутамккалăскерне-и?
Юр Пике: Çавна, çавна.
Кашкăр: Тата асамлă патакĕ те пур-и?
Юр Пике: Пулмалла, пулмалла.
Хӗрлӗ Калпак, Кашкăр: Çук, курман. (Тухса каяççĕ.)
Ертÿçĕ: Ăçта асатте кайрĕ-ши? Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче аташса юлмарĕ пуль. Мĕн тăвар-ши ĕнтĕ? Ташласа пăхар-ха.
Песня «Ёлочка» (Алăк шакаççĕ. Кащей Хĕл Мучи тумĕпе кĕрет.)
Кащей: Сывă-и, ачасем! Сывă-и хăнасем! Акă эпĕ те çитрĕм. Ку эпĕ, Хĕл Мучи! Ырă кăмăллăскер, савăнăçлӑскер, сухаллăскер. Пăхăр-ха ман сухала. (сухалне сăтăрса кăтартать.)
Ертÿçĕ: Асатте, мĕншĕн сан сухалу тĕссĕрленнĕ?
Кащей: Э-Эпĕ! Мĕншĕн тесен эпĕ пĕлтӗртенпе çăвăнман, вăт, çавăнпа ман сухал варланнă. Ну вăл ниме те пĕлтермест. Эпĕ паян сирĕнпе савăнма килтĕм.
Ертÿçĕ: Кучченĕçсем те илсе килтĕн-и?
Кащей: Илсе килтĕм, каялла илсе каятăп.
Ертÿçĕ: Асатте, мĕн калаçатăн эс. Вĕсене ачасем киле илсе каяççĕ. Эсĕ темĕн аташтаратăн. Асатте, ёлкăна çутатма та вăхăт.
Кащей: А-а, тархасшăн. Так, ачасем, парăр-ха мана шăрпăк.
Ертÿçĕ: Мĕнле шăрпăк? Ачасен шăрпăк тытма юрамасть. Эсĕ мĕн, ёлкăна çунтарса ярасшăн-им.? Эпир ёлка çинчи фонариксене кăна çутасшăн.
Кащей: Фонариксем?! Эпĕ хамах. (çаннине тавăрать). Кама фонарик лартмалла? Тухăр кунта. (Аллисе чăмăртса сулкалашать, вăйлине кăтартать.)
Юр Пике: Асатте, эсĕ чирленĕ пуль? (çамкине тытса пăхать).
Кащей: Мĕскер, эсĕ хĕрĕм? Эсир хăвăр каларăр , фонариксем çутмалла тесе. Çавăнпа эпĕ пĕр-пĕр ачин куçне кăвакартасшăнччĕ. Ёлка вара кăвак çутăпа ялкăштăрччĕ.
Ну, юрĕ эппин. Çак ёлка çутăлса кайтăр тесен ăна хăратмалла.
- ры-ры-ры (хăратать). Çук çутмасть.
Çыртмалла (туратсе çыртнă пек тăвать). Каллех çутмасть.
Мĕн тăвас? Юрă юрламалла пуль.
- Елка, ёлка, çутусене çутсам? Юрласан та çутмасть.
Вăйă вылямалла. Ачасем выльӑпăр-и? Камăн манпа выляс килет?
- Кам маларах çак тенкел çине килсе ларать? (2 хут выляççĕ. Кащей чееленет, çур çултан каялла килсе ларать, тепринче тенкеле йăтса чупать.)
Кащей: Ах, ывăнтăм, кайса ларам-ха. Çук, пулмасть сирӗнпе, мороженăй кайса çием. (Тухса каять.)
Ертÿçĕ: Юр Пике итле-ха, пирĕн Хĕл Мучине тем пулнă, хăйне вуçех урăхла тыткалать.
Юр Пике: Эпĕ те асăрхарăм-ха ăна. Яланах ырă кăмăллă, тирпейлĕ асатте паян пачах урăхла. Тем пулнă ăна, нимĕн те пĕлместĕп.
Ертÿçĕ: Мĕн тумалла? Мĕнле тĕреслемелле?
Юр Пике: Манăн асатте сăвăсем питĕ юратать. Эпир ăна часах тĕрĕслетпĕр. (Кащей мороженăй çисе кĕрет.)
Кащей: Вăт çисе тăрантăм, чуна уçсах ятăм.
Юр Пике: Асатте, айта ачасене сăвă каласа парар.
Кащей: Айта, эпĕ питĕ хавас.
Юр Пике: Шурă юр пĕрчисем
Кащей: Çĕтĕк ботинкăсем
Юр Пике: Çутă çаврашкасем
Кащей: Хытă сухарисем.
Юр Пике: Ай, ачасем, ку пирĕн Хĕл Мучи мар. Хăвалăр ăна кунтан. Пире улталасшăн Хĕл Мучи пулса килнĕ. (Кащей кĕрĕкпе сухалне хывса пăрахать.)
Кащей: Цыц! Чарăнăр!
Ёлкăра савăнасшăн!
Кащейăн Çĕнĕ Çулта
Йăлтах пулать урăхла? (Юр Пикене йăтса тухса тарать.)
Ертÿçĕ: Ай, ай, ай! Мĕн тăвар? Кащей Юр Пикене усал юмаха илсе кайрĕ. Кам пире пулăшĕ? Ăçта каяр? Мĕнле Кащейăн керменне тупар? (Ёлка хыçĕнчен Кушак тухать.)
Кушак: Мяу, мяу! Эпĕ кушак аçи.
Мяу, мяу! Эп килтĕм хăнана.
Мяу, мяу! Пурне те саламлатăп.
Мяу, мяу! Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе.
Ертÿçĕ: Сывă-и, кушак тусăм! Эсĕ пире пулăшаймастăн-и? Кащей керменне мĕнле ҫитме пулать-ши?
Кушак: Эсир унта мĕн тума каясшăн?
Ертÿçĕ: Кащей пирĕн Юр Пикене вăрласа кайрĕ.
Кушак: Тăхтăр-ха, эпĕ часах. Эсир мана çакăнта кĕтĕр. (ёлка айĕнче тем шырать, пысăк çăмарта «киндер сюрприз», çип çăмхи илсе тухать.)
Ертÿçĕ: Мĕн ку сан?
Кушак: Айвансем! Юмах пĕместĕр-им? (Утса çÿрет, çăмартана силлет.) Илтетĕр-и? Шалта сас парать. Унта Кащей вилĕмĕ выртать. А ку вара асамлă çăмха сире Кащейăн керменĕ патне илсе çитерет. (Çăмартана çăмхапа ертÿçĕне парать.)
Ертÿçĕ: Çăмхана алăк патне ывăтать, çăмха хыççăн тухса каять. (Кӗвӗ янраса каять. Зала Кащей Юр Пикене аллинчен сĕтерсе пырать.)
Кащей: Чиперкеççĕм, кала пĕр сăмах. Эсĕ манăн пулма килӗшетĕн-и?
Юр Пике: (урипе тапса) Нихăçан та!
Кащей: Эсĕ манăн çӑлтӑрӑм. Эпĕ сана питĕ юрататăп! Саншăн тем тума та хатĕр. Юрă юрлама та пултаратăп, ташă ташлама та пултаратăп. Ташласа парас-и?
Юр Пике: Çук! Кирлĕ мар.
Кащей: Эпĕ пур пĕрех ташлатăп. (Кӗвӗпе ташлать. Ташланă вăхăтра Юр Пикене конфет парасшăн, панулми парасшăн, Юр Пике илмест.)
Кащей: Апла ларатăп, чĕнместĕп. Манран нимĕн те илместĕн. Эпĕ сана халь хăрататăп. (Хăратать. Ертÿçĕ кĕрет.)
Ертÿçĕ: Ан хăра, Юр Пике. Сана кÿрентерме памастпăр. Яр пирӗн Юр Пикене. Юр Пикесĕр мĕнле Çĕнĕ Çул пултăр!
Кащей: Çапла пулмасăр.
Памастăп Юр Пикене
Çĕнĕ Çул Кащейăн
Пурте урăхла.
Ертÿçĕ: (çăмартана кăтартать) Пăх-ха кунта! Вăт çăмарта, унта санăн вилĕмÿ.
Кащей: Ай, ай, ай! Хăтарăр!
Ан вĕлерĕр!
Мĕн кирлĕ, илĕр!
Мана çав çăмартана парăр.
Ертÿçĕ: Вăт куртăн-и Кащей. Ырă усала яланах çĕнтерет.
Кащей: Сывă пулăр, эпĕ кайрăм. (тухса каять). Эсир савăнăр!
Юр Пике: Тавтапуç сире мана усал Кащейран хăтарнăшăн.
Ертÿçĕ: Юр Пике, часах Çĕнĕ Çул, пирĕн Хĕл Мучи халĕ те çук. Айтăр, ачасем Хĕл Мучине тепĕр хут чĕнер. Хĕл Мучи, ау! (Хĕл Мучи кĕрет).
Хĕл Мучи: Сывă-и, ачасем! Сывă-и, хаклă хăнасем! Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп.
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи эсĕ мĕншĕн час килмерĕн? Эпир сана тахçанах кĕтетпĕр.
Хĕл Мучи: Хам та васкатăп. Пыратăп юр ашса, сисмерĕм те шăтăка антăм лартăм. Тухас тетĕп, ниепле те тухаймастăп. Ёлка та каясси пулмарĕ иккен тесе кулянса ларатăп шăтăкра. Юрать Кащея тĕл пултăм, вăл пырать вирхĕнсе. Мана шăтăкра ларнине курчĕ те, вăл пулăшрĕ шăтăкран тухма, лайăх çулне те кăтартса ячĕ. Акă эпĕ çитрĕм сирĕн пата.Мĕнле эсир пурте маттурсем ,ёлка тата мĕнле илемлĕ! Анчах вăл сирĕн çутатмасть. Эпĕ халех хамăн асамлă патакпа çутса ярăп. (Патакпа 3 хут шаккать.) 1, 2, 3 – ёлка çуттуна эс çут!
Ертÿçĕ: Тавтапуç Хĕл Мучи! Хамăрăн ырă Хĕл Мучине савса юрă юрлар.
Юрă «Шур сухаллă Хĕл Мучи»
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи, пирĕн ачасем сан çинчен тепĕр юрă юрласшăн.
Юрă «Самый добрый дедушка»
Хĕл Мучи: Ну маттур иккен эсир ачасем. Халĕ вара ман сирĕнпе выляс килет. Камăн-ха ман асамлă патак çинче ярăнас килет?
Вăйă «Патак çинче ярăнни»
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи ывăнтăн пуль, кăштах кан-ха. Каннă вăхăтра ачасем сана сăвăсем каласа парĕç. (Ачасем сăвăсем калаççĕ.)
Ертÿçĕ: Пирĕн ачасем темĕн тума та ăста: сăвăсем те калаççĕ, юрăсем те юрлаççĕ. Итлесе пăх-ха тепĕр юррине.
Юрă «Танец около ёлки»
Ертÿçĕ: Ачасем, Хĕл Мучипе Юр Пикене юрлатарас килет-и сирĕн?
Хĕл Мучи, Юр Пике: Эпир хаваспах юрлатпăр.
Ертÿçĕ: Тавтапуç сире. Питĕ лайăх юрларăр. Пирĕн те ташлас килсе кайрĕ.
Ташă «Переходная полька»
Ертÿçĕ: Ачасем, Юр Пикепе Хĕл Мучие тата мĕн туса савăнтарар-ха. Алă-ура хĕрсех кайрĕ. Татах ташлас килет.
Ташă «Буги-буги»
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи пирĕн ачасем санпа ташласшăн. (Хĕл Мучипе ташлаççĕ.).
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи эсĕ тепĕр садике кайма васкамастăн-и-ха? Эпир санпа вăйă вылясшăн.
Вăйă «Шăнтатăп».
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи, кăштах кан-ха. Чупса ывăнтăн пуль. Эпир сана юрă юрласа парăпăр.
Юрă «Хаваслă Çĕнĕ Çул»
Хĕл Мучи: Ăнлантăм, ăнлантăм ачасем. Эсир манран кучченĕç кĕтетĕр. Кучченеçӗсем ман питĕ нумай. Вĕсене эпĕ йăтса килеймерĕм. Ак çак хутаçа çеç йăтса килейрĕм. Тепĕр пысăк хутаçне вара мана вăрманти чĕрчунсем илсе килсе паратпăр терĕç. Садик умне илсе килетпĕр терĕç. Эпĕ тухса пăхам-ха. (Тухса кучченеçсе йăтса кĕрет.) Ай питĕ йывăр, кунта пурин валли те çитет.
Ертÿçĕ: Хĕл Мучи тăхта-ха, кучченеç валеçиччен тепĕр юрă юрлар.
Юрă «До свиданья, Дед Мороз!»
(Кучченеç валеçеççĕ. Хĕл Мучипе Юр Пикепе сывпулашаççĕ.)
■ Нина Васильевна Козлова, Алевтина Афанасьевна Иванова.
Кĕçĕн Таяпари тĕп шкул, Елчĕк районĕ
 
: 4330, Хаçат: 5 (11), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Татьяна (2015-12-10 13:06:35):
Эпир ку сценарипе пелтер Сене сул уявне ирттертемер.Пите лайах сценари сирен, весех анланмалла, ачасене пите килешере сак сценарипе туна уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: