Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Журнала материал ярса парас пулсан пирĕн авторсен хăш-пĕр уйрăмлăхсене шута илме тивет. Тĕпрен илсен вĕсем çаксем:
1. Хатĕр материалпа пĕрле заявлени ярса памалла (пирĕн патăрта заявленисĕр материалсем "тусанланса выртаççĕ". Питĕ шел. Вĕсем хушшинче самаях лайăх та усăллă материалсем пур).
2. Автор фото сăнĕ пулмалла (хăвăра килĕшекенни).
3. Материалсен (презентацисен, статьясен, урок планĕсен) рецензийĕ пулсан аванччĕ.
4. Урок планĕсене е презентацисене уйрăммăн ярса панă чухне вĕсем çумне уйрăм файлпа ăнлантарса çырнине çыпăçтарăр.
5. Презентацисене 1 мегобайтран ан ирттерĕр.
6. Статьясене, тархасшăн, "чăвашла" шрифтсемпе ан çырăр. Вĕсене йĕркене кĕртме вăхăт кирлĕ (вăл ахаль те сахал).
7. Видеоматериалсем, аудиоматериалсем 5 меобайтран ытла ан пулччĕр.
8. Видеоматериалсене "Чăваш шкул" интернет-телевиденире вырнаçтарасшăн пулсан ун пирки асăрхаттарса хăварăр.
9. Кашни материал çумне уйрăм заявлени çырăр.
10. Сертификат кирлĕ мар пулсан ун пирки заявленире асăрхаттарса хăварăр.
 
: 2111, Хаçат: 4 (10), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

Иванова А.Н. (2013-11-08 22:25:48):
Каçарăр та, "чăвашла" шрифтсем мĕнле шрифтсем-ши вĕсем? Болгарский мĕнле шрифт пулать?

admin63 (2013-11-10 20:28:33):
Болгарский текенни вăл шрифт мар - сарăм (раскладка). Унпа Word-ра кăна мар, ытти нумай прграммăсенче чăвашла çырма пулать. Вăл шутра ку сарăм çакăн йышши комментарисене те çырма май парать. "Чăвашла" текен шрифтсемпе комментарисем çыраймастăр кунта.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: