Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Хаçата вырнаçтармалли йĕрки çакăн пек:

1. Çĕнĕ кăларăм хушасси

Çĕнĕ кăларăм хушас тесен «Админситратор ссылкисем» пайĕнче _Кăларăмсем_ ссылка çине пусмалла. Унта вара «Çĕнĕ кăларăм хуш» ятлă ссылка пулĕ. Ун çине пусмалла.
Çĕнĕ страница çинче кăларăмăн уйрăмлăхĕсене кĕртмелле:
1. Кăларăмăн кăçалхи номерĕ — Кунта эсир кăларăмăн кĕске номерне çырмала (хисеп паллисем кăна). Хаçатăн номерĕ икĕ пайран тăрать. Пĕри — кăçалхи номерсен шучĕ, тепри — тухнă номерсен пĕтĕмĕшле шучĕ. Кунта вара пĕрремĕш номерне кĕртмелле.
2. Кăларăмăн тулли номерĕ — Кунта эсир кăларăмăн тулли номерне çырмалла (хисеп паллисем кăна). Кунта вара çӳлерех асăннă номерĕн иккĕмĕш пайне кĕртмелле. Ку номерпа хаçат кăларăмне тупма пулать.
3. Кăларăм тухнă кун — Кăларăм хăш кун тухнине кăтартăр. Датине çырмалла ĕнтĕ.
4. Кăларăм палли — Кăларăмри статьясене сайта кĕнисем курмалла пулсан — чана лартса палăртăр, вĕсен статьясене халлĕхе курмалла мар пулсан — палăртмалла мар.
5. Хаçат ӳкерчекĕ — Хаçат епле курăнать. Ăна эсир кăтартмасăр та пултаратăр. Ку уйрăмлăх халлехе ĕçлемест.
 
Çапла вара, çĕнĕ кăларăмăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. «Кăларăм паллине» малтанлăха палăртмасăр хăварăр. Ăна палартсан эсир ку кăларăма статьясем хушаймастăр.

2. Статьясем хушасси

Пирĕн кăларăм пулчĕ ĕнтĕ тейĕпĕр. Малашне унта статьясем кĕртмелле. Статьясене кĕртмешкĕн «Администратор ссылкисeм» пайĕнче «Статья хуш» ссылка пур.
Ун çине пуссан çĕнĕ страница уçăлĕ. Ку страницăри формăна сирĕн «Статья ятне», «Статья текстне» кертмелле, статьян уйрăмлăхĕсене палăртмалла.
Статьян уйрăмлăхĕсем:
1. Текста HTML валли тӳрлетмелле — кăна палăртсан статья тексчĕ кăштах улшăнĕ. /Ку паллăна «Сувар» хаçат валли тунă. «Хыçалти парта» хаçатра ăна усă курма кирлĕ мар./
2. Хаçат кăларăмĕ — кунта сирĕн, çĕнĕрен кĕртнĕ хаçат кăларăмĕн номерне кăтармалла. Асăрхăр: кунта хатĕрленекен хаçат кăларăмĕсене çеç курма пулать. Енчен те хаçатăн «Кăларăм палли» уйрăмлăхне палăртнă пулсан — кунта вăл кăларăм пулмĕ.
3. Статья категорийĕ — кунта статьян категорине кăтартмалла. Категорисене мĕнле ĕнерлемеллине аяларах пăхăр.
4. Статья вырнаçăвĕ — ку уйрăмлăха статьяна номерте хăш тĕлте вырнаçмаллине паларма усă курма пулать. Хисеп паллисем кĕртмелле. Тепĕр тĕрлĕ ăна статья йывăрăшĕ теççĕ. Мĕн чухлĕ хисепĕ пысăкрах — çавăн чухлĕ аяларах вырнаçĕ. Палармасан — статьясем кĕртнĕ вăхăчĕ тăрăх вырнаçĕç.
 
Статья тексчĕ пирки хашни: Статьяна кĕртнĕ чухне эсир HTML тэгĕсемпе туллин усă курма пултаратăр. Çĕнĕ йĕрке паллине «>br<» лартма кирлĕ мар — вĕсем хăйсемех ларса тухĕç.
 
Тата ку страница çинчен «Ӳкерчĕк хушac!» ятлă пускăч пур. Ун çине пуссан эсир статьяна ӳкерчĕк кĕртме пултаратăр. Ӳкерчĕке кĕртмелли чӳрече хупăнсан статьяра ӳкерчĕкĕн HTML тэгĕсем хушăнĕç (статья вĕçне). Эсир ăна касса кăларса хуть те хăш вырăна куçарса лартма пултаратăр.

3. Кăларăма сайт хăнисем вуламалла тăвасси

Пур статьясене те кĕртсе пĕтернĕ хыççăн кăларăма сайт хăнисем курччăн тесен пирĕн ăна курăнмалла тумалла.
Курăнтăр тесен сирĕн «Кăларăмсем» ссылкăпа куçмалла. Унта вара кăларăма хирĕç вырнаçнă кăрандаш йышши ӳкерчĕк çине пусмалла («Операцисем» айĕнче). Ку вăл кăларăм уйрăмлăхĕсене улăштармалли страница. Пирĕн кăларăмăн пĕр уйрăмлăхне улăштармалла: «Кăларăм палли»-не палăртмалла (чана лартмалла).
 
Пулчĕ те теме пулать. Халĕ, менюри «Çĕнĕ кăларăм» ссылка çине пуссан юлашки хатĕрленĕ çĕнĕ кăларăма сайт хăнисем вулама пултараççĕ.

4. Категорисене ĕнерлесси

Категорисене ĕнерлемешкĕн Администратор ссылкисeн пайĕнче «Категорисем» ссылка çине куçмалла.
 
Уçăлакан старница çинче эсир пур категорисене курма, тӳрлетме, хушма, е кăларса пăрахма пултаратăр.
Çĕнĕ категорине хушнă чухне, е унăн уйрăмлăхĕсене улăштарнă чухне формăн айĕнче вĕсем çинчен кĕскен каласа панă. Çакна ан манăр — категорине хушнипе вăл менюне тӳрех кĕрсе лармасть. Менюпе категори — икĕ расна япала. Автоматлă пĕр-пĕринпе вĕсем çыхăнмаççĕ. Меню епле ĕнерлесси çинчен аяларах çырса кăтартнă.
 
: 2170, Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: