Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Шкулти учитель – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли мелсемпе формăсем шырасси куллен пурнăçламалли ĕçсенчен чи кирли пулса тăрать. Вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми шыравра кун кунласа çĕр çĕрлекен педагогсем ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултараççĕ.
Наципе регион компоненчĕ шутне кĕрекен предметсем ачасенче гражданин тата патриот туйăмĕсене аталантарас ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавна май ачасене воспитани парас ĕçре тăван чĕлхепе литература предмечĕсен вырăнĕ питĕ пысăк.
ХХ1 ĕмĕр компьютер ĕмĕрĕ тетпĕр. Вĕрентÿ ĕçĕн тухăçлăхĕ учитель компьютер технологийĕсене еплерех алла илнипе тÿррĕнех çыхăннă. Хальхи вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче ИКТ май паракан çĕнĕ формăсемпе усă курма тăрăшать, проект, модуль технологийĕсене анлă усă курать. Интерактивлă технологисен никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ вăйăсем, тренингсем, диспутсем тата ытти мелсем ачасене кăсăклантарса ямалли, вĕренÿри мотивацине ÿстермелли паха формăсем пулса тăраççĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли методика çулсеренех пуянланса, аталанса пырать. Çĕнĕ формăсемпе ăслайсем шкул практикинче кулленех çуралаççĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, педагогикăн тĕрлĕ проблемисене пĕрле сÿтсе явни, тĕрлĕ методика пособийĕсемпе «Халăх шкулĕ» журналта пичетленекен çĕнĕлĕхсене тишкерни вĕрентекенсене ĕçре пысăк пулăшу парать.
Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче ачасене хайлавсене тишкерме, сăнарлăхпа илеме курма, тупма, ăнланма вĕрентмелле. Хайлаври шухăша, хайлавăн уйрăм пайĕсене е пĕтĕм хайлав тексчĕн содержанине ăнланма, вуланин тĕп шухăшне калама, хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултармалла. Вулав хăнăхăвĕн тухăçлăхне аталантарас тĕллевпе вĕрентекенсем уроксенче тĕрлĕ мелпе тата меслетпе усă кураççĕ. Вĕсем çаксем, вулани тăрăх ыйтусене хуравлани, кирлĕ вырăнсене тупса ĕнентерме, уйрăм пайăн (абзацăн) е пĕтĕм хайлавăн тĕп шухăшне ÿкерчĕклĕн сăнлама, хайлаври сăнарлă ÿкерчĕксене курма, ăна мĕншĕн тунине ăнлантарма вĕрентесси. Урокра çĕнĕ технологи элеменчĕсем кĕртсе, тĕрлĕ мелсемпе меслетсмпе усă курсан çеç вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ пама пулать. Çĕнĕ технологи элеменчĕсем шутне мĕн кĕртме пулать-ха? Чи малтан вăл – урокра компьютерпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерни. Урока презентаци мелĕпе йĕркелени. Педагогикăра усă куракан çĕнĕ технологисен ĕç йĕркинсене компьюторпа курăмлă туса ачасене паллаштармалла. Кластер туни, синквэйн çырни, икĕ е виçĕ енлĕ дневник çырни ачасене вĕренме хавхалантаракан илĕртÿллĕ мелсем шутланаççĕ.
Тĕплĕнрех çыпăçтарнă файлра вулама пулать.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2757, Хаçат: 4 (10), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: