Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Пурнăç учителе вĕрентÿ меслечĕпе мелĕсене шырама хистет, анчах та вĕрентÿçĕн шырав тапхăрĕнче асăрхануллă пулмаллине асра тытмалла. Час-часах вĕрентÿçĕсем пур ача çине те пĕр пек пăхнине тата кĕнекере панă пĕлÿсем çинче тытăнса тăнине асăрхама пулать. Урокра вĕренекенсем хатĕр пĕлÿсем, ăнлавсем, пĕтĕмлетÿсем параççĕ. Вĕсем вĕрентÿçĕ ыйтнă чух тĕрĕс хурав пама пулăшаççĕ, анчах та ачасене харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿсем шырама май памаççĕ.
Паянхи вĕрентÿ тĕллевĕсенчен пĕри вăл – вĕренекене харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ тупма,тĕрлĕрен кĕнекесемпе (справочниксемпе энциклопедисемпе) ĕçлеме вĕрентесси, шухăшлавне , тавракурăмĕпе тĕнчекурăмне аталантарасси.
Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас тесен вĕрентÿçĕн ялан шухăшламалла, çĕнĕ мелсем шырамалла.
Тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух ĕç тетрачĕпе усĕ курни ăнăçлă мел тесе шутлатăп. Унти ĕçсем шкул ачисен вĕренĕвне интереслĕ, илĕртÿллĕ тăваççĕ, ăс – тăнне аталантараççĕ , вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене пĕлме, юлташĕсене пулăшма, тĕрĕс çырма хăнăхтараççĕ.
Лексика чĕлхе наукин пĕр пайĕ пулнăран хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе тата ăнлавĕсемпе палăрса тăрать, çав вăхăтрах вăл фонетикăпа, сăмах пулăвĕпе, морфологипе, синтаксиспа çыхăнура.+авăнпа лексикăпа грамматика пĕр-пĕрне витĕм кÿрсе тăнине учителĕн яланах шута илмелле, çак çыхăнăва ачасен пĕлĕвĕнче малалла аталантарма майсем шырамалла.
Шкулта «Лексика» темăна 5-мĕш класра вĕренме 25 сехет уйăрнă. Учитель уйрăм тема пĕлтерĕшне шута илсе сехетсен йышне ÿстерме те пултарать. Чĕлхе урокĕсенче илнĕ лексика пĕлĕвĕсене учитель кайран – грамматика вĕрентнĕ чух , литература урокĕсенче произведени чĕлхине тишкернĕ вăхăтра анлăлатса , çирĕплетсе, вĕсемпе ачасене усă курма вĕрентсе пырать. Пĕлÿсене пĕр системăна пуçтарса вĕсемпе ачасене ирĕклĕн усă курма хăнăхтарасси – учитель тивĕçĕ.
Лексикăра омоним, синоним, антоним, куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем темăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Асăннă темăсем ачасен чĕлхине, калаçăвне пуян та илемлĕ тăваççĕ, япалана, унăн паллисене, ĕç-хĕле тĕрĕсрех кăтартса пама пулăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, ача хăй шухăшне уççăн, тĕрĕс палăртнисĕр пуçне, шухăш аталанăвĕн çул –йĕрне те ăнланмалла калама пĕлет, мĕн те пулин ыйтсассăн чĕнмесĕр тăмасть, пĕр сăмахпа хуравламасть.
Литература произведенийĕсене вĕреннĕ чухне чĕлхе теми юнашарах пымалла, тĕл пулакан çĕнĕ е кивелнĕ, диалект сăмахĕсене тÿрех ăнлантарса памалла.
2004-2005 вĕренÿ çулĕ тĕлне 2-мĕш класра «Чăваш чĕлхи» учебникпа, унти темăсемпе килĕшÿллĕн ĕçлеме О. Г. Кульев, А. Р. Кульева хатĕрленĕ «Ĕç тетрачĕ» пичетленсе тухрĕ. Çак ĕçе тĕпе хурса 5-мĕш классем валли те ĕç тетрачĕ хатĕрлес ĕçе пикентĕм. «Лексика» пайри темăсем валли ĕçсем турăм. Тĕпчевçĕсем ĕç тетрачĕн пĕлтерĕшне ачасем харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессине йĕркеленинче кураççĕ. Ачасем малтан вĕренни çине таянса тетрадьпе хăйсем тĕллĕнех ĕçлеме пултараççĕ. Тата ĕç тетрачĕ учителе методика пулăшăвĕ парать, вăхăтне перекетлет. Тетрадь ал айĕнче чухне кашни конкретлă темăпа хушма дидактика материалĕ шырасси пирки пуç ватмалла мар. Ĕç тетрадьне содержанипе форма тĕлĕшĕнчен расна хăнăхтарусемпе ĕçсем кĕртни ачасене «халăхăн пурнăç опычĕпе, кăмăл-сипет хаклавĕпе паллаштармаллине, çакна май вĕренекенсен шухăшлавĕпе тĕнчекурăмне витĕм кÿмеллине, пуплев хăнăхăвĕсене аталантармаллине пĕлтерет». Хăнăхтарусемпе ĕçлесе пăхни акă мĕн кăтартрĕ - ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă вĕренекенсемшĕн йывăрлăх çук. «Лексика» пая вĕреннине пĕтĕмлетме тестпа усă куртăм. Ку ĕçри çитменлĕхсем ĕçленĕ май курăнĕç.
Ĕçленĕ чухне ĕç тетрачĕн авторĕсем каланине асра тытатăп:
1.Хăнăхтарусене,ĕçсене вĕреннĕ темăна çирĕплетнĕ тапхăрта пурнăçлатпăр.Тетрадьпе уроксенче те, килте те ĕçлетпĕр.
2.Ачасем ĕçсене харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлаççĕ. Ĕç йĕркине пĕтмĕшле ăнлантарса паратăп.
3.Ачасен логика шухăшлавне, пуплевне аталантарассине тимлĕх уйăратăп.
4.Ĕçсене тĕрĕслеме хĕрлĕ ручкăпа усă куратăп.
5.Ачасен чи лайăх, чи интереслĕ ĕçĕсене класс умĕнче сÿтсе яватпăр, авторĕсене ырлатпăр. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче «Чи лайăх ĕç тетрачĕ» конкурс ирттеретпĕр.
■ Жукова Людмила Валентиновна.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Питĕркассинчи вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2677, Хаçат: 3 (9), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: