Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Алевтина Иванова
Алевтина Иванова
 
(Учительсен кунĕнче ирттермелли вăйă сценарийĕ)
 
 
1-мĕш ертÿçĕ. Кашни кунах шкула çÿретпăр,
Пĕлÿ илме те тăрăшатпăр.
Пурнăçра вара пĕлÿсĕр
Эс пĕр утăм тăвас çук.
Йăнăшсенчен хăтăлса
Ăс-тăна аталантар.
Паян вара вăй выляр,
Пĕр-пĕрин вăйне пĕлер.
Пурте пĕрле тăрăшса
Айтăр выляма пуçлар.
2-мĕш ертÿçĕ. Паянхи ăмăртура 9-мĕш класра вĕренекенсен команди вĕрентекенсен командине хирĕç вылять.
 
1 конкурс. «Паллаштару»1-мĕш ертÿçĕ. Пĕрремĕш ĕç – эсир хăвăр команда ятне, девизне шутлăр. Тепĕр командăна пожелании каламалла.
Пирĕн ĕçе хаклама жюри кирлĕ. Ăна вара веренекенсенчен суйлăпăр.
 
2 конкурс. «Пурне те пĕлетĕп»
Ертÿçĕ ыйтусене командăсене черетпе пырать. Командăсен ыйтăва хăвăрт тата тĕрĕс хуравламалла.- Çурçĕрте иккĕ, кăнтăрта пĕрре. Мĕн вăл?
- Кăнтăрта иккĕ, çурçĕрте пĕрре те çук. Мĕн вăл?
- Çурçĕрте иккĕ, кăнтăрта пĕрре те çук. Мĕн вăл?
- Йăмран иккĕ, чăрăшпа кăпчанкăн иккĕ, юманпа шĕшкĕн пĕрре те çук.
- Йăмран, çĕмĕитĕе тата чăрăшăн пĕрре, ăвăспа паланăн пĕрре те çук.
 
3 конкурс «Панă сăмаха тепĕр хут тупни»
Ертсе пыракан сĕннипе вылякансем юпа туса (çÿлтен аялалла) пĕр сăмах çыраççĕ.сăмах пуçламăшĕнчи сас паллисене çÿлтен аялалла вуласан та, сăмах вĕçĕнчисене аялтан çÿлелле вуласан та çавсăмах пулмалла.
 
Ç……ÿ
Ĕ…….р
Н……е
Т….....т
Е……н
Р…….ÿ
ÿ……..ç
 
4 конкурс «Çĕнĕ расписани»
1-мĕш ертÿçĕ. Пĕррехинче шкула ертсе пыма çĕнĕ директор суйланă. Çак директорăн шкулта пĕтĕмпех çĕнетс, урăхлатас килнĕ. Çĕнетме вăл расписанинчен пуçланă. Хаваслă директора пулăшса çак предметсене çĕнĕ ят тупса памалла.
Уроксем: - математика
- музыка
- физкультура
- ĕç урокĕ (труд)
- хими
- ют чĕлхе урокĕ (иностранный)
Командăна шутлама пĕр минут паратпăр. Капитансем хуравĕсемпе палаштараççĕ. Жюри ĕçе хаклать.
 
5 конкурс «Мана ăнлан»
2-мĕш ертÿçĕ. Час-часах ачасем вĕрентекенсене, вĕрентекенсем вĕренекенсене ăнланмаççĕ. Паян ăнланма пултараççĕ-ши вĕсем пĕр-пĕрне, халĕ эпир тĕрĕслесе пăхатпăр. Ĕç – пытаннă ăнлава темиçе сăнлав хыççăн пĕлмелле.
1. Унсăр пурăнма май çук. Вăл стена çинче çакăнса тăрать. Эпĕ чирлесен мана анне çапла калать: «Маша патне шăнкăравласа пĕл…». Ăна завуч тăвать. (Расписани)
2. Ăна пĕтĕм ача юратать. Ун чухне хĕрачасем арçын ачасем хыççăн чупаççĕ. Вăл пуçлансанах ачасем кабинетран «вĕçсе» тухаççĕ. (тăхтав)
3. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: лайăххисем тата начаррисем, аван вĕренекенсем тата итлеменнисем, хĕрачасем тата арçын ачасем. Вĕсен çулла, çуркунне, кĕркунне, хĕлле кану пулать. Вĕсем кăшкăрма юратаççĕ, усаллисем малтан тĕрĕс мар кăшкăраççĕ. (Ачасем)
4. Вăл шкулта яланах çитмест. Хăш-пĕрисем ăна çиме юратаççĕ. Ун хыççăн вараланса пĕтетĕн. Унсăр доска умĕнче ĕçлеме çук. (Пурă)
5. Вăл шкулта иртет. Унта директор сăмах калать. Унта мĕн те пулин шуртлаççĕ, кама та пулин вăрçаççĕ. (Педсовет)
 
Конкурс «Шкул подиумĕ»
Ку конкурса килте те хатĕрлеме хушмалла. Командăсем шкул формин çĕнĕ модельне шутламалла тата кăтартмалла. Жюри ĕçе хаклать.
 
Конкурс «Ман идеал»
1-мĕш ертÿçĕ. Мĕнле пулмалла шкул ачин? Ачасем вĕрентекенсен мĕнле енĕсене юратаççĕ.
Алфавитри кашни сас паллипе учителĕн (вĕренекенĕн) енĕсене кăтартмалла.
А – активлă, Ă – ăнкаруллă, …
 
Конкурс «Астăвăм»
Сцена çине икĕ ушкăн ача тухать. Кашни ушкăнра 10-шар ача. Кашни командăн вĕсем çине тимлĕ пăхмалла, пĕр-пĕрин хыççăнхи йĕркене ас туса юлмалла. Ачасем сапаланса пĕтеççĕ. Командăсен ачасене йĕркипе тăратмалла.
Жюри ĕçе хаклать.
 
Капитансен конкурсĕ «Ачана шкултан ăсататпăр»
Капитансен ĕçĕ – вĕренекенсене уçăлма илсе тухмалла. Атрибутсем: пальто, куртка, пушмак, шарф, калпак, алсиш, свитер. Пĕтĕм япалана ешчĕке хумалла.
 
Конкурс «Тĕлĕнтермĕш»
1-мĕш ертÿçĕ.Мĕнле тĕлĕнтермĕш ку?
Сăмахран пĕçернĕ пăтă!
Эп хушатăп халь сире-
Вырнаçтарăр йĕркипе.
- руко (урок)
- акбтиен (кабинет)
- апрат (парта)
- оскад (доска)
 
Типографире предложенисем наборланă, анчах ăнсăртран кашни предложенире пĕрер сăмах тухса ÿкнĕ. Сăмахсем пăтранса кайнă. Наборщика кирлĕ сăмахсене суйласа илме пулăшăр. Кам маларах шыраса тупать?
1. Ку … эпĕ вĕренеймерĕм-ха. Кăçал … нумай тухрĕ.
2. Ку … камсен-ши? Ан …, шав кăларатăн.
3. Кĕнекене кунта … юрать-и? … Çеменĕ – чăвашсен паллă писателĕ.
4. Тăшмана тавăрма … турăмăр. Ку … музее вырнаçтарма ăçтан илсе килнĕ-ши?
5. Часах акă çул …, унтан вара пирĕн яла çитме инçе те маар. Карта … чалăшнă, çĕрĕшнĕ пулас.
6. Тараса çинче … . хулана эпир … кайрăмăр.
7. Хытăрах …, часах çумăр хăваласа çитет. Сирĕн … таçтанах паллă.
8. Юлташна систер-ха: кĕнекене библиотекăна кайса…, … çынсем пирĕн таврара нумай.
9. Мăрьерен … тухать. Хĕвел анчĕ те, … пулчĕ.
10. Иртенпе … пĕр хĕлхем те яман. … пурте юратаççĕ.
11. Магазина сысна … кÿрсе килнĕ. Унĕн … - агроном.
 
Кирлĕ сăмахсем: ашшĕ – ашĕ, юппи – юпи, така – такка, тупа – туппа, паттăр – патăр, кĕве – кĕвве, виççĕн – виçĕн, Хумма – хума, ăшша – ăша, уттăр – утăр, тĕттĕм – тĕтĕм.
 
Конкурс «Ыйту – хурав»
Пĕр команда теприне пĕр-пĕр юрăран ыйту парать, тепĕр командăн урăх юрăран хурав памалла.
 
Конкурс «Чи хаваслисем»
1-мĕш ертÿçĕ. Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
Ак кĕрет учитель
Савăк сăнпала
Кăмăллă вăл питĕ
Пирĕнпе ялан.
Çак юрра пĕр командăн ташă кĕввипе, теприн марш кĕввипе юрламалла.
 
Жюри конкурса пĕтĕмлетет. Вĕренекенсем вĕрентекенсене саламлаççĕ.
1-мĕш ача. Кам пире шкула пырсассăн
Тĕрлĕ ăса вĕрентет,
Кунсерен пире хавассăн
Кăмăлпа кĕтсе илет?
Ачасем: Учитель.
2-мĕш ача. Кам пире тĕрĕс çы рмашкăн,
Вуламашкăн вĕрентет?
Эпир лайăх вĕреннишĕн
Камăн чунĕ хĕпĕртет?
Ачасем: Учитель.
3- мĕш ача. Учителĕн ĕçĕ пит йывăр:
Атте те, анне те пулан.
Анне тĕк – выртса эс ан çывăр,
Атте тĕк ларса эс ан кан.
Учителĕн ĕçĕ пит йывăр,-
Çын ту эс çынна ачаран.
«Тавтапуç сана, учитель» юрă. Сăвви Г. Трофимовăн, кĕвви А. Романовăн.
4-мĕш ача. Учительсем! Сире телей сунатпăр
Телей çак çутă тĕнчере.
Вăл ирсерен, хĕвел шевли пек,
Кашни кун килтĕр сирĕн киле!
«Тавах, рехмет»,- тесе калатпăр
Пире вĕрентнĕ çынсене.
Çĕре çити пуçа таятпăр,
Пиллетпĕр чун ăшши сире.
«Тавах сире, учительсем" юрă. Сăвви В. Давыдов-Анатрин, кĕвви А.Никитинăн.
■ Алевтина Иванова.
Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекен
Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа ялĕ
 
: 3307, Хаçат: 3 (9), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Валя (2016-09-01 18:50:57):
Тавах! Питĕ кирлĕ материал!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: