Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Роза Михайловна
Иванова Роза Михайловна
 
Урок тĕллевĕсем: 1.«Пахчаçăпа ывăлĕсем»юмаха вуласси, унпа ĕçленĕ май çĕнĕ сăмахсемпе паллашасси, вĕсен пĕлтерĕшĕсенеăса хывасси;
2.-çă/-çĕ аффикссемпе усă курса пулнăсăмахсемпе пуплевре усă курма верентесси; 3.ачасене ĕçчен пулма хавхалантарасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем:вĕренÿ кĕнеки, цифрограммăсем, «Чăваш халăх юмахĕсем», «Чувашские народные сказки» кĕнекесем.
Урок юхăмĕ
I. Урока пуçлани.Паян урокра эпир «Пахчаçăпа ывăлĕсем» юмаха вуласа ăнланăпăр, çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр юмах тăрăх калаçу ирттерĕпĕр, юмахăн тĕп шухăшне тупăпăр.
II.Çĕнĕ материалпа ĕçлени
1.Умсăмах.Чавашăн питĕ нумай халăх юмахĕ. Вĕсем пирĕн пата мĕн авалтан килнĕ. Юмахтени «юм» тата «юмлас» сăмахсенчен пулнă. «Юм» тени «асамлă» тата «сиплес» тенине пĕлтерет. Апла пулсан ача-пăчана, ватти-вĕттине юмахпа асамлăн «сипленĕ», кăмăлне тивĕçтернĕ, малалла ĕмĕтленме хавхалантарнă.
Юмахсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ:
•Чĕр чунсемçинчен калакан юмахсем (кун пек юмахсенче чĕр чунсем хăйсене çын пек тытаççĕ, çынсем пек калаçаççĕ).
•Асамлă юмахсем (кун пек юмахсенче асамлă япаласемпе тĕл пулатпăр)
•Йăла юмахĕсем (кун пек юмахсенче ăса вĕрентсе калани пысăк вырăн йышăнать).
2. Учитель вулавĕ. Паян вара эпир тепĕр юмахпа паллашăпăр.
3.Словарь ĕçĕПахчаçă – садовод, садовник мул – богатство, деньги
Пурлăх – имущество, достояние чавса тухнă - перекопали
Тулăх – плодородный, урожайный тăрăшса ĕçлени – усердный труд
Халалла – завещать халал - завещание
4.Текста ачасем вулаççĕ.
5.Юмах тăрăх ыйтусемпе ĕçлесси.
Ыйтусене ачасен пĕр –пĕрин валли хатĕрлемелле. Унтан эпĕ ыйтусем паратăп:
Ачасем пахчара мĕн шыранă?
Çичĕачаран вĕсем пурте пахчана чавнă çĕре хутшăннă-ши? Мĕншĕн?
(Ашшĕ мĕн тенĕ-ха вĕсене? – Пурте пĕрле шырасан çеç тупма пултаратăр, тенĕ).
Пурте пĕрле пуçтарăнса тăвакан ĕçĕ мĕн тесе калаççĕ-ха?
Ниме сăмаха словарьтеçапла ăнлантарнă: помочь(коллективная помощь) уст. – пĕр – пĕр ĕçе ушкăнпа туни.
III. Грамматика материалĕпе ĕçлесси.
Текст «Пахчаçăпа ывăлĕсем» ятлă. Пахчаçă сăмахĕ мĕне пĕлтернине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ, мĕнле майпа пулса кайнă – ши çак сăмах?
Çак мелпех пулса кайнă сăмахсем тата пур-ши?
Кĕнекери 6-мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Пулнă сăмахсене вырăсла куçармалла.
IV.Çирĕплетни.
1.Текстăн планне тăвасси.
1.Пахчаçăн çичĕ ывăл пулнă.
2.Ашшĕ пурлăхне ачисем валли хăварни.
3.Пахчана пĕтĕмпех чавса тухни.
4.Ашшĕн мулне тупни.
2.План тăрăх содержани каласси.
3.Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе паллашасси.
Ваттисен сăмахĕсене тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларнăпан улмисен хыçне çырса хурса доска çине çакмалла.
• Паян тумалли ěçе ырана ан хăвар.
• Ĕçлесе тупнă укçа перекетлĕ.
• Ĕçлеме çеç ан ÿркен – пурте пулать.
• Ĕçлемесĕр çурт туса лартаймăн.
• Ĕçлесе пĕтерсен канма лайăх.
• Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать.
• Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
• Хытă ĕçлекеншĕн çăкăр та кулачă пек тутлă.
V.Пĕтĕмлетни.
1.Цифрограммăсене вуласси.
2.Юмахăн тĕп шухăшне палăртасси, калаçу ирттересси.
VI. Киле ĕç пани. Юмах содержанине план тăрăх каласси.
VII. Ачасен пĕлĕвне хакласси.
■ Иванова Роза Михайловна.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул
 
: 1604, Хаçат: 2 (8), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: