Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта эпĕ чăваш чĕлхи тата литературине вĕрентекен пулса 18-мĕш çул ĕçлетĕп. Шкулти вĕрентÿ системи пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла аталанать, вĕрентекенсене те йăлана кĕнĕ кивĕ йĕркесемпе çеç мар, çĕнĕлле те ĕçлеме хистет. Пурнăç юххинчен юлас мар тесе хам ĕçе тĕрлĕрен йĕркелеме тăрăшатăп. Юлашки вăхăтра шкул вĕрентĕвĕнче тĕпчев, шырав меслечĕпе çине тăрсах ĕçле пуçларĕç. Эпĕ те çак меслетпе чылай çул ĕçлетĕп.
Ĕçе пуçăннă май хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм: ачасене тĕпчев ĕçĕсем çырма хăнăхтарасси.
Тĕллеве пурнăçлас тесе лартнă задачăсем:
1) ачасен тишкерÿ ĕçне аталантарса пырасси;
2) наукăна кĕме çул уçса парасси;
3) ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси;
4) литературăпа, архив материалĕсемпе тĕрĕс усă курса
ĕçлеме вĕрентесси;
5) ачасен тĕпчев ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пырасси.
Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыма районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче тарăшакан методистсен ырă канашĕ, Шупашкарти учительсен курсĕнче пулни, çак ĕçпе ĕçлекен учительсен опычĕпе паллашни нумай пулăшса пырать.
Раççей шайĕнче, республикăра, районта шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕсене ирттересси, тĕпчев ĕçĕсен конкурсне йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Энтепери тĕп шкулта вĕренекен ачасемпе эпир те çак ĕçсенчен пăрăнса юласшăн мар. Ĕçĕн пахалăхĕ пултăр тесе тĕпчев ĕçне пуçăниччен эпĕ тĕпчев ĕçĕ çырассин йĕркипе паллаштаратăп:
-ачасене интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ темăсем суйлама пулăшатăп;
(паянхи куна пĕлтерĕшлĕ темăсем пулччăр)
-тĕллев лартма, тĕпчев ĕçне планлама вĕрентетĕп;
(ача тĕпчев урлă хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçлама,
ыйтусене хуравлама пултартăр;
-мелсемпе меслетсене суйлама хăнăхтаратăп;
(шырав, тĕпчев, сăнлав, творчествăлла тишкерÿ, танлаштару)
-тĕпчев ĕçĕн тытăмĕпе паллаштаратăп;
- «Усă курнă литература» пая тĕрĕс йĕркелеме вĕрентетĕп;
(усă курнă кĕнекенсен ячĕсене пурне те кăтартмалла)
Ачасене çырса хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштаратăп. Тĕпчев ĕçĕ çырса хатĕрлесси питĕ кăткăс ĕç, çавăнпа та эпĕ никама та ирĕксĕрлесе хушма ĕçпе ĕçлеттереместĕп, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан ачасене хавхалантарса ĕçлеме тăрăшатăп.
 
Пуçласа тĕпчев ĕçĕсемпе 2004-2005ç.в.ç. ĕçле пуçларăмăр. Малтанхи ĕçсене хамăр шкул шайĕнче çеç çыртăмăр: «Богданов А.В. – паттăр салтак», «Вĕсене халăх манмасть».
2005-2006ç.вç. 9-мĕш класс ачисем вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.
Хÿтĕленĕ ĕçсен темисем:
1) Кивĕ Арланкасси ялĕн историйĕ, йăли-йĕрки, çыннисем.
2) Манăн йăхăн историйĕ.
3) Энтепери шкул пурнăçĕнчен.
4) Ентеш-çыравçăсем.
5) Чăваш тĕрри: иртни, хальхи, пуласси.
6) Савнă ялăм – Энтепе.
7) С.А.Андреев – Совет Союзĕн геройĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче эпĕ «Çамрăк тĕпчевçĕ» кружок ертсе пыратăп, кунта 5,7-мĕш класра вĕренекенсем çÿреççĕ. Маларахри çулсенче «Ăсталăх» кружок йĕркеленĕччĕ. Кружок занятийĕсенче тĕпчев ĕçĕсене çырма хăнăхатпăр. Кружока çÿрекен ачасен çулĕ çамрăкрах пулнипе тĕпчев ĕçĕсен темисене те ансăртараххисене илме тăрăшатпăр. Хамăр ĕçсемпе тĕрлĕ конкурссенче хутшăнатпăр. «Манăн çемье, йăхăн историйĕ» ятлă тĕпчев ĕçĕсене Павел Семенов депутат ирттерекен конкурса ярса патăмăр, пирĕн ачасем депутат ёлкине хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Çакă вара пире хавхалану кÿчĕ.
Кăткăсрах конкурссене аслăрах классенче вĕренекенсемпе хутшăнатпăр. «Человек в истории. История XX век» Раççей шайĕнче иртекен тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче темиçе çул хушши эпир район шайĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăрса республика шайĕнче хутшăнтăмăр. Республика шайĕнче те çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен йышĕнче пулса Раççей шайĕнчех хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр, Тав хучĕсене те тивĕçрĕмĕр. «Excelsior» конкурсра та, тĕрлĕ интернет-конкурссенче хутшăнатпăр. Пирĕн шкул ачисен ĕçĕсене тивĕçлипех хакласан вара чăннипех те савăнатпăр.
Кашни çулах кружок членĕсем Елчĕк районĕнчи Курнавăш, Кушкă шкулĕсенче, республика шайĕнче иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем те, призёрсем те пулаççĕ.
Ачасемпе çырса хатĕрленĕ ĕçсем пирĕн усăсăр выртмаççĕ – тăван ен культури, тăван литература урокĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçсенче анлăн усă курăнаççĕ. Ачасен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелетпĕр, ашшĕ-амăшĕсене те паллаштаратпăр, шкул сайтĕнче те вырнаçтаратпăр. Вĕсен ĕçĕсем «Елчĕк ен», «Тантăш» хаçатсенче те кун çути кураççĕ. «Тăван ялăм, савнă ялăм» ятлă Кивĕ Арланкасси ялĕпе çыхăннă компьютерпа пичетленĕ кĕнеке те хатĕрлетпĕр. Ял çыннисем тĕлĕнеççĕ, хăйсем те хаваслансах сăн ÿкерчĕксем, хушма материалсем параççĕ, историре пулнă эпир тĕпчесе пĕлменнине нумай пĕлтереççĕ. Пулăшни ĕçлеме вăй парать, пирĕн ĕç çынсене те усăллă иккенне ĕнентерет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те эпир чылай ĕç тĕпчеме палăртнă.
Хальхи вăхăтра шкул ачисем материалсем пухаççĕ, ял çыннисенчен йăла-йĕркесем çырса илеççĕ. Ачасене тĕпчев ĕçĕсем çыртарни мана хама та вăй хушать, çунатлантарать. Ачасен çунатланса ĕçлес тесе ялкăшакан куçĕсем ĕçлеме хистеççĕ, суйласа илнĕ ĕç тĕрĕс çулпа пынине кăтартса параççĕ. Тĕпчев ĕçĕсем çырас текен ачасен йышĕ ÿссе пыни, вĕсен тĕпчев ĕçĕсем тĕрлĕ конкурссенче призлă вырăнсем йышăнма пултарни, вĕрентекенсем хушшинче те çак темăпа ĕçлекенсем хутшăнса пыни, ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕрне ăнланни малалла пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистет.
■ Веникова Галина Васильевна.
Елчĕк районĕнчи С.А. Андреев ячĕпе хисепленсе тăракан Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
 
: 3765, Хаçат: 1 (1), Категори: Методика

Комментарисем:

Даша (2012-12-02 22:06:22):
Усăллă материал, тав

Елена (2015-01-17 23:50:56):
Тĕпчев ĕçĕсем çыртарни ачасене нумай çĕннине пĕлме май парать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: