Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Л. Г. Петрова
Л. Г. Петрова
 
Шкулта чăваш чĕлхин морфологине вĕрентесси паянхи кун та йывăр ыйтусенчен пĕри шутланать. Морфологин хăш-пĕр ыйтăвне чĕлхеçĕсем пĕр пек ăнлантармаççĕ, апла пулин те шкул учебникĕсенче хирĕçÿлĕхе пĕтерме майсем тупмаллах.
Тăван чĕлхе морфологийĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсемпе шкул ачисем 3, 4-мĕш классенчех паллашма пуçлаççĕ. 3-мĕш класс пĕтернĕ ачасем япала ячĕн пĕлтерĕшне тата ыйтăвĕсене, пайăр тата пайăр мар ятсене, япала ячĕн пĕрреллĕ тата нумайлă хисепĕсене, вĕсем ытти сăмахсемпе çыхăннă чухне тĕрлĕ аффикс йышăннине, камăнлăх аффиксĕсем йышăннă япала ячĕсем тĕп мар падежри пĕрреллĕ хисепри формисене пĕлеççĕ. 4-мĕш класра ачасем текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх тупма вĕренеççĕ, хупă тата уçă сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕнчи уйрăмлăхĕсене палăртма хăнăхаççĕ.
6-мĕш класра «Япала ячĕ» темăна тарăннăн та тĕплĕн вĕрентме пуçлаççĕ. Кĕçĕн класра вĕреннĕ япала ячĕн формисене 6-мĕш класра аса илÿ мелĕпе вĕрентмелле тесе шутлатпăр. Тарăннăн вĕрентмелли темăсем шутне çаксем кĕреççĕ: чăваш чĕлхинчи нумайлăха лексика формипе кăтартни тата хисеп тăрăх улшăнман ятсем; япала ячĕсен пулăвĕ (аффикс хушăнса пулнă япала ячĕсемсĕр пуçне); вĕçленÿри уйрăмлăхсем; падеж системине кĕмен аффикссем; тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсемпе хăш-пĕр япала ячĕсем тулли мар пĕлтерĕшпе те, тулли пĕлтерĕшпе те çÿреме пултарни пирки
Чăваш чĕлхинче нумайлăха лексика тата морфологи мелĕпе кăтартма пулать. Морфологи мелĕ – япала ячĕн пуçламăш форми çумне -сем (-сен) аффикс хушсăнса пулнине ачасем пуçламăш классенчех пĕлеççĕ, анчах та нумайлăха -сем аффикс хушса çеç мар, лексика мелĕпе – нумай, чылай, пайтах, сахал, темиçе йышши уйрăм сăмахсемпе те, хисеп ячĕпе те палăртма пулнине (нумай кĕнеке, чылай çул, тăватă хурăн, икĕ ача) ачасем 6-мĕш класра кăна кураççĕ.
Нумайлăха палăртма уйрăм сăмахсемпе е хисеп ячĕпе каланă чух япала ячĕ пĕрреллĕ хисепрех юлмалла: Сахал сăмах сахăр пек. Нумай ĕçе тытакан пĕр ĕçне те тăвайман. Телей çичĕ тинĕс уттинче те çавăрнă. (Ваттисен сăмахĕсем.) Тепĕр пÿлĕмĕнчен унăн икĕ ывăлĕ тухрĕ. (Э. Патмар.) Апла пулин те илемлĕ литературăра та, кулленхи калаçура та, час-часах, асăннă йышши тĕслĕхсенче япала ятне нумайлă хисепре каланине тĕл пулма тивет: Ваççана эпир тепĕр кунне пытартăмăр. Ăна юлашки çула ăсатма чылай çынсем пухăнчĕç (чылай çын пухăнчĕ темелле). (Л.Агаков.) Çавăнпа та 6-мĕш класра нумайлăха лексика мелĕпе палăртни çинчен тĕплĕнрех калаçмалла, çырура тата калаçура хисеп формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтармалли хăнăхтарусем тутармалла. В. И. Димитриев хатĕрленĕ учебникра йăнăшсемпе ĕçлемелли хăнăхтарусем çителĕксĕрри куç умĕнчех, тата нумайлăха лексика мелĕпе палăртнă хăнăхтарусем пачах та çук.
Программăна пăхăнманнине пула учебник авторĕ ку е вăл ыйтăва сиктерсе хăварать е ытти ыйтусемпе сапаласа ярать. Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсемпе (Ура айĕнче шăннă юр кăчăртатать. (А.Арт.) хăш-пĕр япала ячĕсем тулли мар пĕлтерĕшпе те, тулли пĕлтерĕшпе те (Вăхăт çитмесĕр пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртеймĕн. Çерçисем çанталăк лайăх тăнă вăхăтра çав тери хаваслă.) çÿреме пултарни пирки учебникра асăнман та.
Учебникри теори пайĕнче (47 стр.) иккĕмĕшле япала ячĕсем тĕрлĕ пуплев пайĕ çумне сăмах тăвакан аффикс хушнипе (кĕт-ÿ-çĕ, ача-лăх, хулăн-ăш), икĕ сăмаха мăшăрлатса каланипе (çăкăр-тăвар, çил-тăман, выльăх-чĕрлĕх), истори тапхăрĕнче икĕ е виçĕ сăмах улшăнса пĕрлешнипе (улмуççи (улма йывăççи), çăраççи (çăра уççи) тата вырăс чĕлхинчи хутлă сăмахсене калькăланипе (автоçул, райхаçат) пулни çинчен каланă. Теорие практикăпа çирĕплетме хăнăхтарусем учебникра аффикссем хушăнса пулнă япала ячĕсемпе кăна панă – ытти формисемпе пĕр хăнăхтару та кĕртмен. Учебникра паллă ячĕ, хисеп ячĕ, глагол, евĕрлев сăмахĕ япала ячĕ пĕлтерĕшпе çÿрени пирки (Ватă ятламасан çамрăк ÿсмест. Манăн дневника пиллĕксемпе тăваттăсем çеç илемлетеççĕ. Шыракан шыв айĕнче те мул тупать.) теорире те пĕр сăмах та каламан, хăнăхтарусем те кĕртмен.
Учебникра теорире каланă шухăшсенчен чылайăшĕ хăнăхтарусемпе çирĕпленмесĕр юлнă. Çакă «-Ри (-ти, -чи), -хи, -лă(-лĕ), -сăр(-сĕр), -ла(-ле), -серен, -чен аффикслă япала ячĕсем, вĕсене паллă ячĕсемпе наречисенчен уйăрасси» темăра питĕ палăрать. Падеж системине кĕмен аффикссене 2000 çулччен наречисемпе паллă ячĕсем тăвакан аффикссем тесе пăхнă. Ку аффикссене, программа тăрăх, çыхăну аффиксĕсем тесе вĕрентмелле. Çавăнпа та аффикссем хушăнакан пуплев пайне япала ячĕсен шутĕнчех пăхмалла. Падеж системине кĕмен аффикссем ытларах чухне япала ятне е глаголпа, е япала ячĕпе çыхăнтараççĕ: Тутăрлă хĕрарăм аллинчи кавир пурне те килĕшрĕ. Çĕнĕ çул уявне Хусанти тăвансем çемйипех килчĕç. Улма-çырлана аннепе килошар туянтăмăр.
В. Дмитриев хатĕрленĕ учебник методика тĕлĕшĕнчен те тивĕçтермест. Теорипе практика пайĕ содержани енчен пĕр-пĕринпе çыхăнса пымаççĕ. Автор учебникра теори пайне питĕ нумай парать, хăнăхтару йышĕ вара питĕ пĕчĕк. Хăнăхтарусем çителĕклĕ пулманни ачасемпе тĕрĕс калаçма, çырма хăнăхмалли ĕçсем тума чăрмантарать. Учебникра уйрăм сăмахсем çине таянса тумалли хăнăхтарусем ытларах, предложенисемпе çыхăнуллă текстсенчен тунă хăнăхтарусем сахал. Хăнăхтарусенчи ĕç тĕсĕсем те пĕрешкел.
Кĕнекери хăнăхтару условийĕсем уçăмлă, текстсем ăнланмалла та илĕртÿллĕ пулмалла. Хăнăхтарусенче малтан çăмăлтарах ĕçсем памалла, унтан ĕçсене майĕпен йывăрлатса пымалла. Учебник авторĕ çак условисене тытса пыманни курăнать.
Учебникăн çитес ал çырăвне хатĕрленĕ чухне авторсем маларах асăннă асăрхаттарусене шута илме палăртнă. Ачасем тăван чĕлхене, унăн илемĕпе пуянлăхне юратчăр тесе пирĕн, вĕрентекенсемпе кĕнеке авторĕсен, çине тăрса ĕçлемелле. Çĕнĕ тапхăрти кĕнекесем ачасемшĕн яланах кĕтнĕ парне пулĕç
■ Петрова Людмила Германовна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ
 
: 1791, Хаçат: 2 (8), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

elliille (2013-05-19 23:38:53):
ПĕРРе, ИККĕ, ВиÇÇĕ, ТваТТă, ПиЛЛĕк... Çаксем пурте япала ячĕсем (субстанци). Вĕсене шкулта йăлана кĕнĕ майпа (традици...) çеç хисеп ячĕсемпе пĕрле вĕрентеççĕ.

elliille (2013-05-19 23:42:04):
Сăмах мĕнле пуплев пайĕ шутне кĕни конкретлă ситуацире палăрать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: