Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
"Шкулта" интернет журналăн 5-мĕш номĕрĕнче "Чăваш чĕлхин тăтăшлăх словарĕ" статья пичетленсе тухнăччĕ. Çавăнтах словаре кĕрекен малтанхи 100 сăмаха илсе кăтартнăччĕ.
Çав статьяна пичетленĕ хыççăн ирттернĕ тĕпчевсем сăмахсен тăтăшлăх пуххи орфографие тĕрĕслевне йĕркелеме пулăшасси палăрчĕ. Компьютер пуçтарнă базăна алă вĕççĕн пăхса туса сăмахсен орфографи пуххине йĕркелерĕм. Унта пĕтĕмпе 52 пин ытларах сăмах кĕчĕ.
Орфографи словарьне Microsoft офисне кĕрекен программăсенче чăвашла çырнине тĕрĕслеме хатĕрленĕ. Çапла вара текстсем, электрон таблицăсем тата презентацисем ăсталанă чухне эсир çырнине компьютер тĕрĕслесе пырĕ. Чăвашла çырнă чухне Н. Плотников хатĕрленĕ сарăмпа усă курмалла. Паллах, Alt + а йышши мелпе усă курса чăвашла çыракансем те ку словарьпе усă курма пултараççĕ. Анчах чăваш символĕсене - чĕлхе комиссийĕ сĕннĕ кодлисене усă курмалла, ÿ чăн чăваш сас палли пеккиех ӳ пулмалла.
 
: 1520, Хаçат: 1 (7), Категори: Редактор сăмахĕ

Комментарисем:

Migulaj (2013-03-07 19:45:16):
Сĕнӳ: "словарь" вырăнне сăмахсар тесе çырсан кăмăллă пулĕччĕ.

Татьяна (2013-03-10 10:09:19):
юханшыв


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: