Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
Пирĕн республикăра 2008 çултанпа 9-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхипе экзамен çĕнĕ йĕркепе тытаççĕ. Чăваш чĕлхи предмечĕпе экзамен çĕнĕлле тыттарни тăван чĕлхемĕр ытти чĕлхесемпе тан пулнине, пирĕн предмет ыттисенчен нимпе те кая маррине çирĕплетет.
9-мĕш класс пĕтерекенсен 2013 çулта, 2012 çулти пекех, чăваш чĕлхипе патшалăх аттестацине е сочинени евĕр изложени çырса (кивĕлле), е изложенипе тата сочиненипе пĕрле 10 тест ыйтăвне хуравласа (çĕнĕлле) иртме май пур.
Хăш-пĕр ача кивĕ йĕркепе сочинени майлă изложени çырма çăмăл тесе шухăшлать, çавăнпа экзамена кивĕ йĕркепе тытма хатĕрленет. Экзамена унчченхилле тытас текен, тĕрĕссипе, хăйне хăй улталать çеç. Мĕншĕн тетĕр-и? Акă мĕншĕн.
Кивĕ йĕркепе çырнă ĕçе хакланă чухне экзаменатор (чăваш чĕлхи вĕрентекен) ĕçе 5 енчен пăхать: содержани, орфографи, пунктуаци, грамматика, пуплев. Çак енсенчен пĕринпе те пулин йăнăш шучĕ виçерен иртсен пĕчĕкрех паллă лартма тивет. Тĕслĕхрен, нормăпа килĕшÿллĕн, пĕтĕм ĕçшĕн «2» паллă ан тухтăр тесен сирĕн ĕçĕрте содержани енчен йăнăш 4-ран иртмелле мар. Орфографире 6 йăнăш тăк пунктуаци йăнăшĕ те 6-ран иртмелле мар. Çак картаран пĕр паллăпа та пулин ытлашши йăнăш пулсан (сăмахран, содержани йăнăшĕ 5-е çитсен) пĕтĕм ĕçе «2» лартса хаклаççĕ. Содержанире, пуплевпе грамматикăра тата пунктуацире пĕр йăнăш пулмасан та орфографи йăнăшĕ 6-ран иртес пулсан − тÿрех «2» лартас пулать. Орфографи йăнăшне вара пит хăвăрт тума пулать: атте, анне йышши сăмахсенче пĕр хупă сас палли лартса, чечекленет, вĕçет йышши çемçе сăмахсенче çемçелĕх палли лартса, тÿпе, пÿлĕм йышши самахсенче ÿ сас палли вырăнне ю сас палли лартса, ă, ĕ сас паллисен тăррине сиктерсе хăварса т.ыт.те. Пĕрле е уйрăм çырассипе çыру ирĕклĕ те – йăнăш çинчен клаçма сăлтав çук чăнах та.
Çĕнĕ йĕркепе тытакан экзаменра лару-тăру пачах урăхла: ку е вăл ыйтăва ăнланманни пĕтĕм ĕç юрăхсăр тенине пĕлтермест. Акă 2012 çулта пĕтĕмпе 22 ĕç (вĕсенчен 10-шĕ – тест ыйтăвĕсем) сĕннĕччĕ. Палăртнă тăрăх, мĕн пур ыйтăва тĕрĕс хуравласан пĕтĕмпе 38 балл пухма май пурччĕ. «2» паллă картине кĕрсе ÿкес мар тесен сахалтан та 11 балл пухмаллаччĕ. «5» балл валли 33 балл та çителĕклĕччĕ.
Сăмах май, 2011 çулта экзамен çĕнĕ йĕркепе 9-мĕшсенчен 871 ача тытнă. Вĕсен 25,69 прорценчĕ «3» паллă илме тивĕçнĕ, 57,11 проценчĕ – «4» палла, 17,20 проценчĕ – «5» палла. Пĕр ачана та «2» паллă лартман.
Паллах, ыйтусем çăмăл марччĕ. Уйрăмах пысăк чăрмав ачасене пуплеве тĕрĕс те уçăмлă тума пĕлменни, текст проблеми пирки хăй шухăшне каламанни, ăслав сочиненин манерне тытса пыма хăнăхманни чăрмантарнă. Çав вăхăтрах шухăша тулли, уçăмлă каласа пама пĕлменни, пуплеве çыхăнуллă тăвайманни, орфографипе пунктуаци, грамматикăпа пуплев нормисене пăхăнманни те нумай пулнă. Ку ыйтусене тĕрĕс хуравласлăх 50 процентран иртмен. Апла пулсан ачасен çыру хăнăхăвне аталантарас пирки ĕçлемелли нумай-ха.
Çапла вара, йăнăш вăл экзамена кивĕлле тытсан та, çĕнĕлле çырсан та пулма пултарать. Вĕсенчен хăтăлас тесен нумай вуламалла, калаçмалла, час-час çырмалла.
 
: 2537, Хаçат: 1 (7), Категори: Экзамен

Комментарисем:

Элли Илле (2013-03-05 20:33:14):
"Пĕрле е уйрăм çырассипе çыру ирĕклĕ те – йăнăш çинчен клаçма сăлтав çук чăнах та." Вăт çакăнпа килĕшмелле.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: