Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Владимир Андреев
Владимир Андреев
Сире çак сайтра хапăл туса йышăнатпăр!
Чăвашла интернет журнал кăларас ĕмĕт тахçанах пулнă. Халĕ ку ĕçе пуçăнас вăхăт çитрĕ. Паллах, журнал пĕтĕмпех шкул тата шкул таврашĕнчи пурнăçпа çыхăннăскер пулать.
Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманра çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Интернет журналăн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси. Пирĕнпе çыхăнма компьютерсăр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Ятарлă изданисен редакцийĕсене кайса çÿреме, хăвăр хатĕрленĕ матералсене вырнаçтармашкăн тархаслама, унтан хатĕр материал пичетленессе уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтсе кĕтсе пурăнма кирлĕ мар. Эсир ярса панă материал çитес номертех пичетленсе тухасса эпир шантаратпăр. Кунта пĕртен пĕр йĕрке кăна пур: сирĕн материал шкулти вĕрентекенĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшмалла. Пичете хатĕр кашни материалшăн интернет журнал сертификат ярса парать.
Интернет журналта çавăн пекех вĕрентекенсен профессиллĕ конкурсĕсем, ачасен проекчĕсен тупăшăвĕсем иртĕç, педагогсен пĕрлĕхĕнче уçă видеоуроксем вырнаçтарма, хăвăрăн опыта сарма, обществăпа социаллă пурнăç проекчĕсене йĕркелеме пулăшăпăр. Ытти темăсенчен те интернет кăларăм пăрăнса тăмĕ. Шкул пурнăçĕпе çыхăну ыйтусене пур енлĕн çутатса тăрĕ. Вăл мĕнле пуласси, паллах, вĕрентекенсенчен те нумай килĕ.
Пĕрремĕш номере хăйсен материалне вырнаçтарас текенсем хăйсен хатĕр ĕçĕсене civhim2@narod.ru электрон адреспа ярса пама пултараççĕ.
■ Владимир Андреев.
Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи
 
: 2829, Хаçат: 1 (1), Категори: Кӳртĕм сăмах

Комментарисем:

Тамара (2012-02-03 13:56:12):
Питĕ кирлĕ кăларăм! Тавах Сире, Владимир Юрьевич, ÿркенменшĕн. Ăнăçу пултăр.

admin63 (2012-02-03 21:52:52):
Пысăк тав ырă сăмахпа савăнтарнăшăн.

Римма (2012-02-20 18:51:58):
Питě савăнса йышăнатăп интернет журнала!!!

Валентина (2012-03-05 22:51:05):
Çак журнал вĕрентекенсен валли кирлĕ кǎларǎм пуласса шанас килет. Çак ĕçре сире ǎнǎçу сунатǎп !

Виталий (2012-03-06 20:42:05):
Аван, аван... Хам та вăхăт тупсан пĕр-пĕр материал ярса парăп-ха.

Ольга (2012-03-09 19:46:07):
Ăçтан вăй хăватăр çитет? Мехел çитсех пытăр!

Людмила (2012-03-10 19:43:49):
Ырă кун, çĕнĕ журнал кăларма май çитернĕшĕн тавах. Малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр, сывлăхлă пулăр.

Любовь Адюкова (2012-03-12 11:58:07):
Питĕ кирлĕ кăларăм!

Татьяна (2012 - 16 - 04-17) (2012-04-16 17:03:40):
Маттур!

admin63 (2012-04-17 17:07:40):
Тав!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: